Никита Михалковпа Олег Николаев Чӑваш Ен культурин тӗп пуянлӑхӗ пирки тарӑн сӳтсе явнӑ

Никита Михалковпа Олег Николаев Чӑваш Ен культурин тӗп пуянлӑхӗ пирки тарӑн сӳтсе явнӑ

Чӑваш Ен Раҫҫейри паллӑ режиссера, актера Никита Михалкова ырӑ сунса кӗтсе илнӗ. Сумлӑ хӑна республикӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йыхравланипе гастрольсемпе килнӗ. Режиссер куракансене хӑйӗн «12» спектаклӗпе паллаштарнӑ, унта вӑл тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ. Спектакль Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче пулнӑ.

Чи малтан Никита Сергеевичпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулса калаҫнӑ. Уҫӑ калаҫу Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче иртнӗ. Палӑртса хӑваратӑпӑр, палӑртнӑ объекта кӑҫал ҫу уйӑхӗнче хута янӑ.

Халӑх пултарулӑхӗн ҫак хӑйне евӗрлӗ тӗп пурлӑхӗпе Никита Михалков маларах та паллашнӑччӗ. Сӑмах май, кӑҫал та ҫак курава пӑхса хакланӑ май, экспонат хӑйне евӗрлӗ ҫав тери паха пулса тӑнине каланӑ. Унта пирӗн ҫӗршывӑн кашни регионӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине сӑнарлӑ кӑтартса пама пултарнӑ, ытарлӑн тӗрлесе тӗрӗ ӑсталӑхӗ тӗп пуянлӑхсенчен пӗри пулса тӑнине ҫирӗплетсе панӑ.  Пурне те пӗр чӑмӑра пухнӑ картта Раҫҫейӗн культура пуянлӑхӗн ҫутӑ сӑнарӗ пулса тӑнине те тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ пирӗн пата килсе ҫитнӑӗ сумлӑ хӑна.

Ҫакна та палӑртса хӑваратпӑр, Никита Сергеевич «Современная музыкальная карта России» проекта та ырланӑ.  Ӑна пурнӑҫланӑ май ҫӗршывӗпех чи ӑста композиторсене суйлаҫҫӗ.  Вӗсем кашни регионӑн чун хавалӗпе кӗвӗллӗ хӑйне евӗрлӗхне уҫса пама  ҫӗнӗ кӗвӗ хайлавӗсем калӑплаҫҫӗ. Чӑваш Ене ҫак проектра Дмитрий Тетель паллаштарать, вӑл ӗнтӗ виҫӗ чӑваш мотивӗ ҫинче никӗсленнӗ увертюра ӑсталанӑ. Музыка сочиненийӗн премьери ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Республики 105 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ пысӑк уявра янӑранӑ.

 «Никита Сергеевичпа курнӑҫма эпӗ яланах хавас. Унпа тӗл пулса калаҫсан, кашнинчех ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, вӑй-хал хутшӑнать, пурнӑҫ ҫине тата та тарӑнрах сӑнарлӑрах пӑхас килекен туйӑм ҫуралать.

Культурӑна аталантармалли, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упраса хӑвармалли пӗлтерӗшлӗ темӑсене сӳтсе яврӑмӑр. Раҫҫейӗн Музыка карттине тумалли проект пирки те канашларӑмӑр. Унта хальлӗхе 65 регион хутшӑнма та кӑмӑл тунӑ.  Ыттисем те проекта хапӑл тусах йышӑнассине шанатпӑр.  Эпӗ вара чӑтӑмсӑррӑн  тулли проекта пурнӑҫа кӗртнӗ саманта кӗтетӗп», – тесе хӑй шухӑшӗ пирки хыпарланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Современная музыкальная карта России» презентаци авӑн уйӑхӗнче Мускавра, Никита Михалковӑн «Мастерская» «12» пысӑк зал площадкинче пулать. Гала-концерт чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Россия» наци центрӗнче иртет.

Чӑваш Ене Никита Михалков килни – культурӑри пӗлтерӗшлӗ пулӑм, вӑл, паллах, куракансен чӗрисенче ҫутӑ та тарӑн йӗр хӑварса Раҫҫей регионӗсем хушшинчи культура диалогне малалла аталантарма пулӑшассине ӗненетпӗр.



22 августа 2025
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter