Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикин аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетнӗ май, вӗсен пуҫарӑвӗсем, патриотла воспитани парас ӗҫсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ Олег Николаев

Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикин аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетнӗ май, вӗсен пуҫарӑвӗсем, патриотла воспитани парас ӗҫсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ Олег Николаев

2023 ҫултанпа Чӑваш Республики ҫамрӑксен политикине ҫӗнӗлле аталантарса вӑй илтересе  пымалли ҫул-йӗрпе ӗҫлеме тытӑннӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе  килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленине туса хурса патшалӑх ҫамрӑксен политикине пурнӑҫа кӗртес тесе ҫамрӑксемпе ӗҫлекен хула, муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсен советникӗсен  ҫӗнӗ должноҫӗсене кӗртме йышӑннӑ.

Ҫамрӑксен институчӗпе пӗрле Чӑваш Енри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Стандарта хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ, «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксем» патшалӑх программине ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Республикинче 2035 ҫулчченхи ҫамрӑксен политикин аталанӑвӗн стратегине хатӗрленӗ, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 2030 ҫулчченхи Стратегине тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.

 «Республикӑн приоритетлӑ тӗллевсенчен пӗри – ҫамрӑксене аталанса вӑй илме тӗрев парасси. Ҫамрӑксем – Чӑваш Ен аталанӑвӗн пуласлӑхӗ. Апла пулсан паянах професси компетенцийӗсене ӳстерме, идейӑсемпе проектсене пурнӑҫлама, ҫамрӑксене патшалӑх йышӑнӑвӗсене тума хастар хутшӑнма майсем туса памалла. Ҫакӑ влаҫ органӗсемпе ресурссен вӑйне пӗрлештерме хистет. Обществӑлла юхӑмсемпе, предприятисемпе организацисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен, ҫитӗнӳ пуласси те часах пулӗ. Ҫамрӑксем пысӑк ҫитӗнӳсем туччӗр тесен, пирӗн пӗрлӗхре пулмалла, вӗсемпе килӗшсе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш ЕнПуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Стратеги пӗтӗмӗшле социаллӑ ушкӑнсем ҫине пайланнӑ: ял ҫамрӑкӗсем, ҫамрӑк ӑсчахсем, предпринимательсем, сывлӑх енчен хавшакраххисем, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ ҫамрӑксем, ҫав шутра СВО зонинче, ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсем. Стратегие аслӑ ӑруран ҫитӗнекен яш-кӗрӗме Раҫҫей культурине, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене,  Тӑван ҫӗршыв патриочӗсен яваплӑ та ӗҫчен ӑрӑвне воспитани пама, ҫамрӑксен аталанӑвӗн наци тӗллевӗсене пурнӑҫлас ӗҫре вӑй-хӑватне май пур таран уҫма тӗллев лартнӑ.

 «Ҫамрӑксен политики патшалӑх управленийӗн сфери пек, хӑйне евӗр тытӑм пулса тӑрать. Обществӑпа патшалӑха тата бизнеса пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме витӗм кӳрет. Граждансене хӑйсене Стратегие пурнӑҫа кӗртме явӑҫтарнӑ. «Ҫамрӑксемпе ачасем» текен наци проекчӗ кунта Стратегииие пурнӑҫламалли тӗп механизм пулса тӑни пӗлтерӗшлӗ», – тесе каланӑ  Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне пухӑннисем умӗнче ҫамрӑксен политикипе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Иванов.

Чӑваш Енре 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи 275 пин ытла ҫын пурӑнать.  Мӗнпур халӑхран пӗрре тӑваттӑмӗш пайӗ шутланать ҫак кӑтарту. Ҫамрӑксен политикине тухӑҫлӑ пурнӑҫлас тӗллевпе ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен правительстви, Ҫамрӑксен политикин Пуҫлӑхӗн управленийӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен палати ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ тата ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗн вӗренӳпе методика центрӗ «АВАНГАРД» ӗҫ-хӗле ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫулталӑк каялла «ВОИН» центрӗн филиалне уҫнӑ.

Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ: ҫамрӑксен тата студентсен представителӗсем валли ҫулсеренех ятарлӑ стипендисем, ятарлӑ пултарулӑх ӑнтӑлӑвӗшӗн, 11 сферӑри патшалӑх ҫамрӑксен премийӗсене параҫҫӗ. 2026 ҫултан вара премисен шучӗ 12 таран ӳсӗ: ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ номинаци хушӑнӗ.

Ҫамрӑксем республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывасса шанса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫамрӑк политикӑн аталанӑвӗн стратегине сӳтсе явнӑ май регион Ертӳҫи Чӑваш Ен Минфинине, Министрсен Кабинетне Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн виҫине индексацилеме хушнӑ.

Стратегие 2035 ҫулччен пурнӑҫа кӗртсе пыни -  Чӑваш Енри муниципалитет тата хула округӗсенче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхне ӳстерӗ, муниципалитет округӗсен администрацийӗсен, хула округӗсен пуҫлӑхӗсен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалистсен професси компетенцийӗсен шайне лайӑхлатӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышне  нумайлатма, ҫамрӑксен пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн культурине ӳстерме май парӗ. Федераци шайӗнчи ҫамрӑксен политикин сферинче Чӑваш Ен инноваци опытне анлӑрах сарса пыма та май парассине витӗм кӳрӗ.



22 августа 2025
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter