Чӑваш Енре футбол аталанассине, ҫакна валли чылай ӗҫ пурнӑҫланине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре футбол аталанассине, ҫакна валли чылай ӗҫ пурнӑҫланине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Футбол командисем пӗтӗм Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен полковникӗ С. В. Селиверстова асӑнса Чӑваш Енре мини-футбол енӗпе уҫӑ турнира хутшӑнса, мала тухассишӗн вылянӑ.  Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регион правительствин команди йышӗнче пулнӑ. Вӗсем паллӑ тренер Олег Романцев ертсе пыракан «Легенды Спартака» командӑпа тупӑшнӑ.

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн центрӗнче футболӑн чӑн-чӑн уявӗ пулнӑ.Ҫанталӑк лӑпкӑ тӑман пулин те, пур-пӗрех ӑмӑртӑва курма килекенсем чылайӑн пухӑннӑ.  Пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ округра Хӗрлӗ Чутай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ  паттӑра асӑнса мини-футбол енӗпе уҫӑ турнир ирттереҫҫӗ. Турнира ҫар ҫыннин ҫемйипе тӑванӗсен ыйтнипе йӗркеленӗ.  Ырӑ пуҫарӑва республика  Пуҫлӑхӗ хапӑл тусах йышӑннӑ.

Футболла выляма ӑста спортсменсем килсе ҫитнӗ.  Вӗсем: Ринат Дасаев, Игорь Семшов, Дмитрий Аленичев, Егор Титов, Руслан Пименов, Дмитрий Сенников, Денис Глушаков, Андрей Каряки, Владислав Игнатьев. Вӗсене ҫӗршывра футбола юратакан кашни ҫын лайӑх пӗлет.

 «Чӑваш Енре футбол малалла та аталанса вӑй илсе пырӗ.  Республика Правительстви футбол аталанса пытӑр тесе пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пилӗк ҫул хушшинче те нумай ӗҫ тунӑ ӗнтӗ. 2021 ҫулта харӑсах 15 футбол стадионӗ уҫнӑ – кашни муниципаллӑ округра тенӗ  хӑтлӑ  уйсем пур.  Нумаях пулмасть эпир футбол  выляма паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан объекта хута ятӑмӑр.  Республикӑри ачасем физкультура урокӗсене ахаль ҫӳремелле мар, ҫак вӑйӑ ӑсталӑхне алла илме пултарччӑр тесе «Футбол шкулта» программа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Шансах тӑратӑп, ҫакӑн пек тунине пула эпир сирӗнпе сывлӑхлӑрах, туслӑрах пулӑпӑр, апла пулсан – вӑйлӑрах, эппин тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем, ҫӗнтерӳсем тума пултарӑпӑр!» – тесе саламланӑ турнира хутшӑнакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Вӑл ҫак спорт пулӑмне пуҫаракансене, ӑна ирттерме пулӑшакансене пурне те, уйрӑммӑн – Олег Романцева легендарлӑ  спортсмена пирӗн тӑрӑха килсе курнӑшӑн тав тунӑ. Сӑмах май, республика Ертӳҫи ҫӗршыв чемпионачӗсемпе тӗнче шайӗнчи футбол турнирӗсене хавхаланса яланах сӑнаса пынӑ.

 «Ҫав тери паха республика, ҫыннисем те кӑмӑллӑ тат тараватлӑ.  Эпӗ сирӗн ырӑ кӑмӑллӑ хутшӑнуран, сирӗн тараватлӑхӑртан тӗлӗнме пӑрахмастӑп. Чӗннӗшӗн республика Ертӳлӗхне тавтапуҫ. Сирӗн пур пуҫарӑвӑр та пурнӑҫа кӗрсе пытӑр!» - хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне  пӗлтернӗ сумлӑ хӑна Олег Романцев.

«Легенды Спартака» футбол команди Чӑваш Республикин Правительствин командипе юлташла матч ирттерсе 2:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Дмитрий Аленичев тата Руслан Пименов ыттиемшӗн тӗслӗхре пулнӑ.  Спортсменсем  хӑйсен спортри ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ.

Мала тухнисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе медальсем парса чысланӑ.

Ача-пӑча командисем хушшинче 1-мӗш вырӑна Элӗк муниципаллӑ округӗн «Хелхем» команди, 2-мӗшне — «Рубин» Етӗрне МО, 3-мӗшне — «Ҫӗмӗрле» МО ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмри ушкӑнра Патӑрьелти МО «Лава» команди ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, 2-мӗш вырӑна «Элӗкри РАЙПО» команда илнӗ, 3-мӗшне — «Рубин» Етӗрне МО тивӗҫлӗ пулнӑ.



25 августа 2025
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter