Тӗрӗслевпе профилактика, асӑрхаттарупа хӑш-пӗр чарусене йышӑнса хӑварнине кура, Чӑваш Енре эрех-сӑра ӗҫекенсен йышӗ чакнине палӑртнӑ
Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планерка иртнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева алкоголь рынокӗнчи лару-тӑрупа паллаштарнӑ, кӑҫалхи ҫул ҫичӗ уйӑх хушшинче регионта эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансен йышӗ курӑмлӑнах чакнине хыпарланӑ ведомство ӗҫченӗсем. Кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан самай пӗчӗкленнине палӑртнӑ Чӑваш Республикин экономика министрӗ.
Республикӑра икӗ предприяти хӑйсен ӗҫ-хӗлне пӑрахӑҫлни ҫинчен те каласа хӑварнӑ министр. Регионта ятарӑ чарусене йӗркеленине кура, хӑш-пӗр предприятисем тӳрех хӑйсен ӗҫне прахӑҫласси пирки йышӑну тунӑ. Халӑх йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче паллӑ, эрех-сӑра сутма чарни паха. Тата тепӗр тесен нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнче усал эрехе сутма юраманни питӗ аван. Йӗрке пӑсакансем те пулмӗҫ кун пек чухне. Кӑҫал пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кун пек ҫирӗп йӗрке пӑхса хӑварни те вырӑнлӑ. Ҫӗрле е каҫ кӳлӗм республикӑра ресторансенче кӑна эрех-сӑра таврашне сутма юрать. Ытти апатлану вырӑнӗсенче пачах та юраманнине тепӗр хут асӑрхаттарса хӑварнӑ министр хӑйӗн докладӗнче.
Тепӗр ҫӗнӗлӗх пирки те асӑннӑ вӑл. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа эрех-сӑра сутакан лавкасенче тавара сутма икӗ сехет таран чакарнӑ. Апла пулсан, усал шӗвеке тӑхӑр сехетрен пуҫласа каҫхи вунӑ сехет таран кӑна сутма юрать. Ытти хӑйне евӗр чарусем те сахал мар пур эрех-сӑрасене сутакансене валли, вӗсем пирки те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ ларӑва пухӑннисене экономика министрӗ.
Кӑҫал пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхра пӗтӗмпе тӗрӗслевпе асӑрхав службисем пурӗ пин те икҫӗр профилактика ӗҫне туса ирттернӗ. Асӑрхаттарусем те сахал мар тунӑ, вӗсен кӑтартӑвӗ ҫӗр аллӑпа танлашать. Административлӑ майпа харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекен икӗ предпринимателе тата ҫирӗм организацине явап тыттарма йышӑнса хӑварнӑ.
«2025 ҫул вӗҫлениччен тата та ҫӗнӗ мерӑсем пуласси паллӑ. Чӑваш Ен Экономика министерстви ку енпе тимлӗ ӗҫлет. Эрех-сӑра ӗҫекенсен йышне чакарасси тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать. Тепӗр тесен, усал шӗвеке ӗҫсе вилекенсен йышне чакарасси ыйту та пӗлтерӗшлӗ. Ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илӗпӗр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ ведомство ертӳҫи Лариса Рафикова.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев доклада итленӗ хыҫҫӑн, ыйтӑва тата та ҫирӗп тӗрӗслеве илмеллине чӗнсе каланӑ. Кафе е тата пӗчӗкрех ресторансем пеккисем ҫине тимлӗх кирлӗ, ҫирӗп критерисем пулсан, саккунсене пӑхӑнсан йӗрке пӑсакансем те пулмӗҫ тенӗ вӑл.
Кун йӗркинчи тепӗр пысӑк ыйту – «вейпсем». Ку таварсене те чылай сутни куҫ кӗретех. Сӑмах май, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Председателӗ Вячеслав Володин ҫитес икӗ уйӑх хушшинче таварсене сутасси пирки ҫӗнӗлӗх пуласса та хыпарланӑччӗ тенӗ регион Пуҫлӑхӗ. Федераци шайӗнче ҫӗнӗлӗхсем пӑхса хӑварсан, ку усал тавара сутассипе сутмалла марри пирки чарусем тен кӗртӗҫ. Ҫӗршывра хӑш-пӗр субъектсем ку ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма та ӗлкӗрнӗ, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе те хӑварнӑ.
«Час-часах халӑхран ҫӑхавсем вейпсем пирки килсе тӑраҫҫӗ. Федераци йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса хамӑр тӑрӑхра та ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑвармалла тен. Ҫирӗп тӗрӗслевре тытмалла асӑннӑ ыйтӑва», – тесе асӑрхаттарса каланӑ тепӗр хут Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.