«Управлени команди» ҫурма финалӗн конкурсӗнче «Ҫамрӑксен хутлӑхӗ» проекта Олег Николаев ырланӑ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Управлени команди» конкурсӑн ҫурма финалӗ пынӑ вӑхӑтра тӑратнӑ управлени проекчӗсемпе практикисене хакланӑ. Ҫак конкурса вӑл пуҫарнипе 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Республикӑна аталантарма тата пысӑк тӗллевсене татса пама витӗм кӳрекен вӑйлӑ управлени командине йӗркеленмеллине чӗнсе каланӑ вӑл.
Конкурс тӗллевӗ – тарӑн пӗлӳллӗ лидерсене тупса палӑртасси. Управлени ӗҫне йӗркелеме пӗлекен пысӑк тавра курӑмлӗ специалистсене тупасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. 2025 ҫулта унта хутшӑнма тӗрлӗ сфера представителӗсенчен – бизнесран, культурӑран, наукӑран тата Раҫҫейри ытти регионтан – 72 заявка пуҫтарӑннӑ. Ҫурма финал умӗнхи тапхӑрта конкурсантсем проект управленийӗн программипе вӗренсе тухнӑ.
«Паян питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Сирӗн идейӑсем, эсир регион аталанӑвӗн вӑл е ку ҫул-йӗрне йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Правительство членӗсем тӗллевсене пурнӑҫлама малашлӑхлӑ сотрудниксем тупма пултарӗҫ.
Конкурса йӗркелесе эпир хамӑр ҫӗршыв аталанӑвӗн наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳретпӗр. Кашни регион ҫак процесра хӑйӗн вырӑнне йышӑнмалла та ыттисемшӗн шанчӑклӑ партнер пулмалла. Кун валли наукӑпа тӗпчев ӗҫне йӗркелесе пымалла. Ҫӗнӗ технологисемпе компетенцисене алла илмелле, инфратытӑма модернизацилемелле. Чи кирли вара кадрсен ӗҫне вӑйлатмалла.
Профессионалсене тупасси, командӑра ӗҫлеме хатӗррисене тупса палӑртасси пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен команда кӑна кӗске вӑхӑтрах хӑйсем ҫине шанса илнӗ ӗҫсене яваплӑха туйса пысӑк кӑтартусем тума пултарайрать.
Конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пирӗн патшалӑх управленийӗн системи регион, подведомство учрежденийӗсем, аталану институчӗсем ҫакӑн пек профессионаламисемпе вӑйлантӑр тесе шутлатпӑр», – уйрӑмӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш н Пуҫлӑхӗ Олег Николаев управлени конкурсӗн ҫурма финалӗн ӗҫне уҫнӑ май.
Олег Николаев проектсене тимлӗ пӑхса тухса пысӑка хурса каланӑ. Хӑшӗ-пӗрисене тата та лайӑхрах хатӗрлеме хӑйне евӗр сӗнӳсем парса хавхалантарнӑ. Региона аталантарма витӗм кӳрекен проектсем паянхи пурнӑҫ таппишӗн питӗ паха тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисем регионӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ, вӗсене татса парассипе кирлӗ пек сӗнӳсем хӑйсен енчен пама тӑрӑшнӑ.
«Паян ултӑ проектран пӗри мӗнпур критерисене туллин тивӗҫтерчӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсен сисӗнмеллех ырӑ улшӑнусем тума витӗм кӳрекенни пулса тӑма пултарайрать вӑл», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Пуҫлӑхӗ.
Конкурс финалӗ 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Ҫак кун конкурсантсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи управлени компетенцийӗсене хаклакан экспертсен канашӗн пайташӗсемпе уйрӑммӑн калаҫусем иртӗҫ. Ҫакӑ кашни претендентӑн вӑй-хӑватне, унӑн лидер пахалӑхӗсене тата яваплӑха хӑйсем ҫине илме хатӗррине хаклама май парӗ.
Конкурсӑн мӗнпур тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пилӗк ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ. Вӗсем Чӑваш Енри управлени кадрӗсен резервне кӗме, эксперт канашӗсен пайӗ пулма тата республикӑн влаҫ органӗсемпе тӗрлӗ енлӗ хутшӑнса ӗҫлеме пултарӗҫ.