Атайкасси тӑрӑхӗнче пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланнине пула халӑх йышӗ тӑватӑ хут ӳснӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ. Атайкасси ялӗнчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенче пулса курнӑ, унти ӗҫсене хакланӑ.
Паян ялта 1520 ҫын пурӑнать – пурӑнакансен шучӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан 25% ӳснӗ. Ҫакӑ чылай чухне республика ертӳлӗхӗ ялсенче пурнӑҫ условийӗн пахалӑхӗсем лайӑх пулччӗр тесе пысӑк тимлӗх уйӑрнипе пулса пырать.
Республика Пуҫлӑхӗ чи малтан 110 вырӑнлӑ «Ӗмӗт» ача садне кӗрсе курнӑ. Унта Олег Николаева хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан агролаборатори ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шкул умӗнхи учреждение 2020 ҫулта «Вӗрентӗве аталантарас» патшалӑх программине тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртнӗ. Паян кунта ҫав тери илемлӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, паянхи куна республикӑри ача сачӗсенче ачасем валли 71 агролаборатори уҫнӑ ӗнтӗ. Тӗллевӗ – ачасене мӗн пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫӗпе паллаштарасси. Проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе 146 аграри хутшӑннӑ, кооператив тата фермер хуҫалӑхӗсенче тӑрӑшакансем хапӑл тусах ӗҫе кӳлӗннӗ. Ача сачӗсенчи аграри площадкисен чи нумай йышне Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗче пурӑнакнсем хапӑл тусах йышӑннӑ, вӗсем – 19, Муркаш – 12, Шупашкар – 10 уйрӑм хута янӑ.
Пурӗ Чӑваш Енре иртнӗ пилӗк ҫулта 9 шкул тата 24 ача сачӗ туса лартнӑ. 111 шкула, 38 ача садне тата 94 спортзала тӗпрен юсанӑ. Ялсенчи шкулсенче 177 ӳсӗм класӗсене йӗркеленӗ.
Тӗслӗхрен, Атайкасси ялӗнчи вӑтам шкул ҫуртне 2023 ҫулта «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн «Вӗрентӗве аталантарас» патшалӑх программине пурнӑҫа кӗнтнӗ май, объекта хӑтлӑлатнӑ. Кӑҫал вара кунта республика тата муниципалитет бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе ҫывӑхри территорие тирпей-илем кӗртнӗ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шкул ачисем валли хӑтлӑ тата хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ хутлӑхне йӗркеленӗ.
Олег Николаев шкул питӗ илемлӗ пулнине курса ӗненнӗ: ҫӗнелнӗ газонсем, юсанӑ ҫул-йӗрсемпе картасем тата ытти те. Пӗр сӑмахпа каласан таврара илмелӗх хуҫаланать тенӗ вӑл. Аса илтеретпӗр, юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енре 86 шкул территорине хӑтлӑлатнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех шкул уҫлӑхӗсен пахалӑхне, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтереҫҫӗ.
«Пирӗн плансене пурнӑҫланине пула халӗ ку шкул хуларинчен пачах та уйрӑлса тӑмасть. Кунта ачасене туллин вӗрентсе аталанма мӗн пур услови туса панӑ, вӗрентекенсене хӑтлӑ та меллӗ ӗҫлеме майсем пур.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем таврара пулсан, ҫитӗнекен ӑру хапӑл тусах ялта ӗҫлесе пурӑнма юлать. Палӑртма кӑмӑллӑ, кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем пурте Чӑваш Енри аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Чӑваш педагогика патшалӑх университетӗнче ӑс пухма, ҫак шкула таврӑнма тӗллевлӗ контрактсем алӑ пуса ҫирӗплетнӗ.
Пулса иртекен лайӑх улшӑнусем пурте – эпир пурсӑмӑр та пӗле килӗшсе ӗҫленине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Чи кирли вара – таврара ачасен хаваслӑ кулли янӑрани. Пӗр-пӗринпе паллашса туслӑха ҫирӗплетни», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Регион Пуҫлӑхӗ пӗр килнӗ пек чухне спорт площадкипе те кӑсӑкланнӑ. Специалистсем шкул ачисен вӑй-халне аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма вӗрентеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех шкулпа ача садӗнчех инҫех мар «Хула хутлӑхне хӑтлӑлатас» федераци программине тӗпе хурса ялта стадион хута янӑ. Проектпа смета документацийӗ лайӑх пулнине кура, ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче стадиона уҫнӑ та ӗнтӗ.
Паян стадионта спортпа туслашма хальхи вӑхӑтри условисем туса панӑ: баскетбол тата волейбол площадкисем, мини-футбол валли уй, ҫавӑн пекех спорт тренажерӗсем ҫителӗклӗ вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн пекех Олег Николаева регион программи шайӗнче хӑпартакан ФАП-ӑн строительство ӗҫӗпе те паллаштарнӑ. Вӑл, ҫав шутра ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансене те – пӗтӗмпе 1800 ҫынна – пӑхса тӑрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Енре 5 ҫул хушшинче 111 ФАП хута янӑ, вӗсем ялсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Ялта пурӑнакансенчен пӗри Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗнчен Олег Николаевран Культура ҫурчӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, ӑна хута яма плана кӗртменши тенӗ. Уйрӑм вырӑнта пулсан, питӗ меллӗ пулнӑччӗ тесе хыпарланӑ ялта пурӑнакан хӑйӗн шухӑшне. Паянхи куна илес пулсан, ятарлӑ объекта суту-илӳ центрӗн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫтарнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ ыйтӑва итленӗ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Ҫӗнӗ Культура ҫурчӗн строительствине 2026 – 2027 ҫулсенчи плана кӗртнӗ», – тенӗ. Чӑваш Республикин инвестици политикипе ӗҫлекен канашӗн ларӑвӗнче объекта хута яма 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрасси пирки йышӑну туса хӑварнине те пӗлтернӗ вӑл.
Палӑртса хӑварар, 5 ҫул хушшинче республикӑра влаҫсем пуҫарнипе ялсенче 35 Культура ҫуртне туса лартнӑ.