Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Марий Эл Республикин Пуҫлӑхӗпе Юрий Зайцевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Наци проекчӗсем пурнӑҫа ӑнӑҫлӑ кӗрсе пыраҫҫӗ. «Пӗтӗм тӗнчери коопераципе экспорт» нацпроекта сӳтсе явма Федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсен представителӗсем Чӑваш Ене канашлӑва пухӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Марий Эл Республикин Пуҫлӑхӗпе Юрий Зайцевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Кӳршӗллӗ икӗ регион ертӳҫисем экономикӑпа культура тата социаллӑ сферӑрӑна тата та лайӑхрах аталантарса пырасси пирки сӳтсе явнӑ. Ӗҫлӗ хутшӑнусене сарасси пирки ертӳҫӗсем канашланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пуҫлӑхӗсен тӗлпулӑвӗ пӗтӗмӗшле тӗллевсене пурнӑҫланине, наци проекчӗсемпе тивӗҫлӗ ӗҫлесе пынине, регионсем хушшинчи хутшӑну пысӑк пӗлтерӗшлине ҫирӗплетет.
Олег Николаев хӑйӗн ӗҫтешне тараватлӑ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче саламланӑ май историри тарӑн ҫыхӑнусене тата Чӑваш Енпе Мари Эл пӗр-пӗринпе туслӑ тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗрлехи проектсем пирки чарӑнса тӑнӑ, сӑмахран, туризм сферинче икӗ регионӑн та пысӑк ресурссем пуррине палӑртнӑ.
Ертӳҫӗсем «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗн тӗп аспекчӗсене сӳтсе явнӑ май, хӑш-пӗр ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Олег Николаев чӗр тавар мар продукцин экспортне аталантарасси тата производство предприятийӗсене куҫӑмсӑр майпа ӗҫлеттерме кирлӗ компонентсен импортне чакарасси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ.
«Шупашкарта федерацин Атӑлҫи округӗнчи мӗнпур регион представителӗсем тулашри экономика ӗҫ-хӗлӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Пирӗн предприятисемпе аслӑ шкулсем хушшинче тачӑ ҫыхӑнусем йӗркелесе эпир ҫӗнӗ аталану, паха условисем йӗркелетпӗр. Регионсем тата та лайӑхрах аталанса вӑй илсе пырасса ӗненетпӗр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Марий Эл Республикин Пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев экспорт ӗҫ-хӗлне аталантарассипе округри канашлӑва йӗркеленӗшӗн тав тунӑ, паллӑ пулӑм пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ.
«Пирӗн ҫӗршывшӑн тата пирӗн федераци округӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ паянхи мероприяти йӗркеленӗшӗн Сире тав тӑватӑп. Экспорт – экономика ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. Эпир пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсеме паллашма, экспорта вӑй илтерсе пыма пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗрртме те хатӗр. Шанатӑп: пирӗн килӗштерсе ӗҫлени пирӗн регионсен ӗҫлӗ ҫыхӑнӑвне тата та анлӑрах сарса пыма витӗм кӳтӗр», – тенӗ вӑл.
Чӑваш Ен тата Марий Эл ӳлӗмрен те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, экономикӑна, культурӑна, социаллӑ сферӑна аталантарма тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме май паракан проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма калаҫса килӗшнӗ. Шухӑшсемпе тата палӑртнӑ плансемпе ылмашӑнни наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ тата регионсен хушшинчи ӗҫтешлӗхе ҫирӗплетнӗ май пӗрлехи тӗллевсене пурнӑҫламалли пысӑк утӑм пулӗ.
Уҫӑ калаҫу хыҫҫӑн Олег Николаевпа Юрий Зайцев вырӑнти производительсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланнӑ, таварсен пахалӑхне хакланӑ. «Пехет» агромаркета ҫитсе курнӑ, унти условисене курса ӗненнӗ. Сӑмах май, икӗ ертӳҫӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне ҫитсе курнӑ.