Промышленноҫа пулӑшасси анлӑланассине, хушма мерӑсем кӗртессипе ӗҫлеме тытӑннине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Промышленноҫа пулӑшасси анлӑланассине, хушма мерӑсем кӗртессипе ӗҫлеме тытӑннине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче республикӑн промышленноҫ аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи стратегийӗпе паллаштарнӑ. Вӑл «Промышленноҫа аталантарассипе инновациллӗ  экономика» тата Чӑваш Енӗн 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ аталану программин пайӗ шутланать.

Стратеги пирки доклад тунӑ май Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗ Сергей Лекарев республикӑн асӑннӑ экономика секторӗн аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.  Паян Чӑваш Енри промышленноҫ комплексӗ регионти апат-ҫимӗҫӗн пӗрре  виҫҫӗмӗш пайне тивӗҫтерет. Вӑл шутне 61 системӑллӑ тата пысӑк, экономика е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприяти кӗрет, вӗсенче 45 пин ытла ҫын вӑй хурать.

 Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Чӑваш Енӗн промышленноҫ политикин тухӑҫлӑхне  пысӑка хурса хакланӑ. Пӗтӗмлетӳ рейтингӗнче республика ҫӗршыври мӗнпур регион хушшинче 13-мӗш вырӑнта тӑрать.   Кӑтарту ҫав тери аван.

«Иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче промышленноҫ производстви Раҫҫей енӗпе вӑтам кӑтартуран самай пысӑкрах 54% ытла ӳснӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Алексеевич Николаевӑн пуҫарӑвне пула, бизнеса патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 30 хут ӳснӗ, ҫакӑ производство предприятийӗсен шутне 2,5  хут нумайлатма витӗм кӳнӗ», – тесе палӑртса каланӑ министр Сергей Лекарев.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче промышленноҫ производствин индексӗпе Чӑваш Ен пилӗк ҫул хушшинче 14-ран 2-мӗш вырӑна, Раҫҫейӗпе 6-мӗш вырӑна хӑпарнӑ. Республикӑн промышленноҫӗ тиесе ӑсатнӑ хими тата электротехника продукцийӗн, автотранспорт хатӗрӗсен, прицепсен тата ҫурма прицепсен калӑпӑшне ӳстерсех пырать. Чӑваш Енри пысӑк технологиллӗ изделисен 60% ытла стратегиллӗ партнерсен предприятийӗсенче усӑ кураҫҫӗ: «Ростех» тата «Росатом» ГК, «Газпром», «Лукойл», «КамАЗ» ПАОсем тата ыттисем те.

 «Паллах, пирӗн промышленноҫ аталанӑвне кӑтартакан цифрӑсем – чи пӗлтерӗшлисем. Стратегине уйрӑм секторсем тӑрӑх тӗплӗ ӗҫлесе тунӑ. Пин-пин ӗҫ вырӑнӗ тума палӑртнӑ. Инвестици хывмалли те сахал мар. 5-рен пуҫласа 16 миллион тенкӗ таран ӳстерме тӗллев лартнӑ. Патшалӑхӑн пулӑшӑвӗ анлӑлансах пырӗ. Правительство хушма тӗревсем парасси пирки тӑрӑшсах ӗҫлет.

Тӗслӗхрен, трактор заводӗнче ял хуҫалӑх валли туса кӑларакан тракторсене туянма Чӑваш Республикин бюджетӗнчен субсидилесси парас тесе йышӑнма ӗҫ хучӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Эпир пӗрмаях тата пысӑкрах кӑтартупа тивӗҫтерекен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем шырӑпӑр. Тӗллевсем пысӑк тата паллӑ. Вӗсене пурне те пурӑҫа кӗртӗпӗр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Промышленноҫа аталантармалли стратеги тулли цикл производствисене хута яма тата предприятисен конкурентлӑхне ӳстерме, вӗсене технологийӗсене пурнӑҫа кӑртме,  ҫӗнӗ наци проекчӗсене хастарлӑн хутшӑнма витӗм кӳрӗ.

Стратегин тӗп тӗллевӗсен шутӗнче – хальхи промышленность пайӗн инфратытӑмне туса хурасси. Ун валли тӑватӑ проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ: «Роботрон», «Волжский текстиль», «Бреслер», «Новый ресурс». Вӗсен йышӗ вара 12 ҫитмелле.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ тӗллевсене шута илсе Стратеги Чӑваш Ен промышленноҫне 2030 ҫулччен аталантармалли 10 тӗп ҫул-йӗре палӑртнӑ. Вӗсен шутӗнче интеллектуаллӑ энергетикӑпа электротехника, транспорт машиностроенийӗ, химипе ҫӗнӗ материалсем, пысӑк технологиллӗ суту-илӳ оборудованийӗ, йывӑҫа тарӑннӑн тирпейлесси, строительство материалӗсен индустрийӗ, ҫавӑн пекех ача-пӑча таварӗсен, ҫӑмӑл промышленноҫпа ҫӗнӗ материалсем, пилотсӑр системӑсен производстви тата ытти те.

Чӑваш Ен аталанӑвӗн Комплекслӑ программине 2030 ҫулччен 115 млрд тенкӗ ытла инвестици калӑпӑшлӑ 199 проекта кӗртнӗ.

Чӑваш Ен Промышленноҫ аталанӑвӗн стратегине тапхӑр-тапхӑррӑн пурнӑҫласа пыни 2030 ҫул тӗлне пысӑк кӑтартусем тума май парӗ. 6 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркелӗҫ тата промышленность валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессине тивӗҫтерӗҫ. Предприятисенче ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫулсерен 5% кая мар ӳссе пырасса та шансах тӑратпӑр.

Чӑваш Енӗн промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн аталанӑвне кӑтартакан мӗн пур тӗп кӑтарту ӳсессине те пӗлсех тӑратпӑр.



29 августа 2025
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter