Ҫӗнӗ Шупашкар 65 ҫулта, ҫӗнӗлле аталанса вӑй илмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫӗнӗ Шупашкар 65 ҫулта, ҫӗнӗлле аталанса вӑй илмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 Ҫӗнӗ Шупашкар  хӑйӗн 65 ҫулхи юбилейне уявланӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хулари Ҫамрӑксен центрне тата та лайӑхрах аталанса вӑй илме, техникӑпа пурлӑх пайне пуянлатма  200 миллион тенкӗлӗх сертификат парса хавхалантарнӑ.  Республика енчен парса тивӗҫтернӗ пулӑшӑва  Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн полномочийӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Ольга Матинӑна парса чысланӑ.

«Хаклӑ Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем, сире Ҫӗнӗ Шупашкар 65 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Хула паян пур енӗпе те ҫӗнелсе пырать: урамсене, парксене, шкулсене, сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, производствӑри ҫӗнӗ площадкӑсем йышланса пыраҫҫӗ. Эпӗ хула ҫыннисене унӑн пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.  Пуласлӑх ҫамрӑксенчен те чылай килет. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫамрӑкӗсемшӗн, Ҫамрӑксен центрӗ тата та  кӑсӑклӑрах пултӑр тесе эпир 200 млн тенкӗлӗх сертификат паратпӑр. Уяв ячӗпе сире тепӗр хут – тесе саламланӑ уява килнӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта  «Вӗренӳ» наци проекчӗ шайӗнче Ҫамрӑксен центрне хута янӑ. Хулари ҫамрӑксене валли пултарулӑха аталантарма хушма майсем туса панӑ.  Кунта паян пин-пин ҫамрӑк яш-кӗрӗм хӑйсен ӑсталӑхне туптать.  Республика тата регионсен хушшинчи 300 ытла мероприяти ирттернӗ. Хушма 200 млн тенке хальхи йышши  пысӑк технологиллӗ хатӗрсене илме тӑкакланӗҫ: концерт залӗ тата кинозал валли акустика креслисене, медиастуди тата сасӑ ҫыракан студи валли техника туянма  плана кӗртнӗ.

 «Эпир Чӑваш Республикин Правительствине тав тӑватпӑр, вӑл пире пур пуҫарура та пулӑшса пырать, хулана тирпей-илем кӗртет, шкулсене юсать, ҫӗнӗ объектсем хӑпартать, ҫамрӑксен центрӗсем йӗркелет. Олег Алексеевича эпир ҫакӑн пек парнешӗн чунтан тав тӑватпӑр. Мӗнпур ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисенчен – чун-чӗререн ӑшӑ сӑмахсем калатпӑр! Уяв ячӗпе! Пирӗн юратнӑ хуламӑра, Чӑваш Ене тата аслӑ Раҫҫей Федерацине тав!» – тесе саламланӑ Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн полномочийӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Ольга Матина.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене, уява килсе ҫитнӗ мӗнпур хӑнасене ҫавӑн пекех Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков ӑшшӑн саламланӑ.

 «Манӑн тӑван, юратнӑ хулам! Чун-чӗререн саламлатӑп.  Эпир паян Олег Алексеевич Николаевпа темиҫе предприятие те ҫитсе куртӑмӑр, унти ӗҫсене хакларӑмӑр.  Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ, Раҫҫей Правительстви пулӑшнипе производствӑсене аталантаракан предприятисене ҫитсе килтӗмӗр.  Ҫакӑн пек малалла ӑнтӑлнӑ ҫамрӑк ачасем Чӑваш Еншӗн кӑна мар, республика, пӗтӗм ҫӗршыв тулашӗнче пурӑнакансемшӗн те паха таварсем тирпейлесе кӑрарас ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. Хула малалла шанчӑклӑн  аталанса вӑй илсе пыни куҫ кӗретех.

Олег Алексеевич Николаев ертсе пынипе республикӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ. Пирӗн тӗллев – Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ене Раҫҫейре те, Программине хатӗрленӗ. Документа тӗнчери чи лайӑххи тесе хаклаҫҫӗ пысӑк профессионалсем.  Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн пирӗн пӗрле туслӑ ӗҫлемелле. Сире лайӑх тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, тӑван хулана юратнӑшӑн  пысӑк тав. Ҫӗнӗ Шупашкар хӑватлӑн вӑй илсе аталанса пырать!», – тесе каланӑ уяври халӑха саламланӑ май Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков.

 Ҫӗнӗ Шупашкарта уяв кунӗнче тата тепӗр пысӑк объект ҫӗнелсе хута кайнӑ. Ю. Гагарин ячӗллӗ Тӗп библиотека илемленсе хӑтлӑланнӑ.  «Ҫемье» наци проектне тӗпе хурса  объекта модернизациленӗ. Планпа тӑватӑ вулавӑша хӑтлӑлатма тӗллев тунӑ, вӗсенчен ку пӗрремӗш пулать.  Библиотекӑна космос темине тӗпе хурса илемлетнӗ. Пӗрремӗш космонавт – Юрий Гагарин ятне асра тытас тесе тунӑ.  Пурӗ 2020 ҫултанпа вара республикӑра Олег Николаев ертсе пынипе 21 библиотекӑна юсаса ҫӗнетнӗ.

Хӑйӗн видеосаламӗнче Раҫҫей культура министрӗ Ольга Любимова ведомство библиотека отрасльне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. «2025 ҫултанпа «Ҫемье» наци проекчӗ регионта лайӑх пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫакӑ хальхи вӑхӑтри инфратытӑма тума тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетме нумай май уҫса парать»,  – тенӗ вӑл.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунне  вырӑнти халӑх тата пухӑннӑ мӗнпур хӑна аслӑн уявланӑ.  Уяв программи  пуян пулнӑ. Культура, спорт мероприятийӗсем  питӗ хавас иртнӗ.



01 сентября 2025
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter