Чӑваш Енри ҫамрӑк талантсемшӗн тӗллевлӗ вӗренӗве пула легендарлӑ театр вузне – Щукин училищине ҫул уҫнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑксенчен улттӑшӗ Борис Щукин ячӗллӗ чаплӑ театр институтӗнче вӗренме пуҫлӗ. Ҫакна ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра тунӑ килӗшӳ туса ҫирӗплетнипе тума май килнӗ. Вӑл республикӑн ертӳлӗхӗпе, ҫӗршыври театр вузӗпе К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗ ертсе пыракан пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетет.
Килӗшӗве Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Б.В. Щукин ячӗллӗ Институчӗн ректорӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева алӑ пуснӑ. Юлашки хут Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑк актерсен йышӗ тӗп хулана 20 ҫул ытла каялла – 2002 ҫулта – вӗренме кайнӑ пулнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулас артистсем хӑйне евӗрлӗ пӗлӳпе тата хӑнӑхусемпе туллин усӑ курма пултарасса шаннине палӑртнӑ.
«Ачасем, эпӗ паян сирӗнпе танах хумханатӑп. Сирӗн пурнӑҫӑрта пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пуҫланать. Вӑл республикӑшӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш театр искусстви ҫӗнӗ сывлав, ҫӗнӗ аталану импульсӗ илессе шанни палӑрать.
Эсир тӑван ҫӗр ҫине актёр искусствин чӑн-чӑн ӑстисем, Чӑваш Ен тата Раҫҫей патриочӗсем, паха сӑнарсем калӑплакан ҫынсем пулса таврӑнасса эпир сире ӗненетпӗр, кӗтетпӗр», – тесе чӗнсе каланӑ студентсене регион Пуҫлӑхӗ.
Чи кирли вара, Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан, Чӑваш Ен Правительстви тӑван тӑрӑхра карьерӑна малалла тӑсма таврӑннӑ мӗнпур ҫамрӑк яш-кӗрӗме ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗ.
«Эпӗ, регион Ертӳҫи пулнӑ май, сире шантарса каласшӑн. Эсир каялла таврӑнсан пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗпӗр», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Республика Пуҫлӑхӗ сире ҫакӑн пек сӑмахсем калани, сирӗн шӑпасемпе чун-чӗререн кӑсӑкланнине палӑртни тӗлӗнтерчӗ мана. Эпӗ мӑнаҫланатӑп кӑна. Тавтапуҫ сире, Олег Алексеевич. Ачасем, ҫак саманта, ҫак сӑмахсене асра тытӑр. Эсир хӑвӑр республикӑна кирлӗ, сире тӑван ҫӗршывра ӗҫлесе пурӑнма кӗтеҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ Институт ректорӗ Евгений Князев.
Чӑваш Енри ултӑ – тӑватӑ хӗрпе икӗ яш – пысӑк конкурс витӗр тухнӑ. Талантсен шыравӗ республикӑри пур муниципалитетра та чӑваш чӗлхине пӗлекен 16 ҫултан пуҫласа 21 ҫулчченхи чи малашлӑхлӑ вун пилӗк ҫамрӑка палӑртма иртнӗ. Кандидатсене Чӑваш драмтеатрӗ ҫумӗнчи театр студине кӗртнӗ, унта профессиллӗ артистсемпе режиссерсем ертсе пынипе Мускава вӗренме кӗме хатӗрленӳ ҫивӗч иртнӗ.
Ҫулсерен вуншар пин выпускник Борис Щукин ячӗллӗ института вӗренме кӗме ӗмӗтленет, конкурс унта 250 ҫынран пуҫласа 400 ҫын таран. Анчах абитуриентсене ку хӑратмасть, легендарлӑ вузра вӗренни вӑл – престиж кӑна мар, Станиславскин паллӑ системипе актер пӗлӗвӗ илме май пурри те. Легендарлӑ училищӗрен вӗренсе тухакансем ҫӗршывӑн юратнӑ артисчӗсенчен чылайӑшӗ пулнӑ: Андрей Миронов, Наталья Варлей, Александр Збруев, Наталья Гундарева.