Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлани

Хаклă вĕренекенсем тата студентсем!

Вĕрентекенсем тата ашшĕсемпе амăшĕсем!

Сире çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Пĕлӳ кунĕ — сирĕн пурнăç çулĕн çĕнĕ сыпăкĕ. Вĕренекенсен чĕринче аталану хăвачĕ тапса тăрать, кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Вĕрентекенсемпе наставниксем яланах сирĕнпе юнашар, вĕсем хавхалантараççĕ, ыранхи куна шанăçпа пăхма хăнăхтараççĕ. Шăпах вĕсем — малашлăх архитекторĕсем, çул кăтартса пыракансем, кашни çын шăпине ырăлăхпа тултарассишĕн вăй хуракансем.

Педагогсене професси ăсталăхĕшĕн, яваплă çак тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чĕререн тав тăватăп. Эпир Чăваш Енри ачасене — ялта е хулара пурăнаççĕ-и — тарăн пĕлӳ илме май паракан условисем йĕркелеме тăрăшатпăр.

Юлашки пилĕк çулта 24 садик, 9 шкул хута янă. Кăçал Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре тата виçĕ çĕнĕ шкул уçатпăр. 123 шкула тĕпрен юсанă, килес çул 38-шне çĕнетĕпĕр. Кашни пĕлӳ çуртĕнче хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăракан вĕрентӳ уçлăхĕ йĕркелетпĕр.

Хаклă ачасем, пĕлӳ — кĕнекери сас паллисем кăна мар. Вăл — çын шăпин, общество, патшалăх пуласлăхĕн никĕсĕ. Ыранхи кун çитĕнĕвĕсен тупсăмĕ. Кашни урок малашлăха — çĕнĕлĕх, ăсталăх, пултарулăх тĕнчине — ярса пуснă утăм пултăр. Вĕренĕр, тĕпчĕр!

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ кăсăклă, пуян, тухăçлă пуласса шансах тăратăп. Уявпа, хаклă туссем! Малалла çĕнĕ пĕлӳ тата çитĕнӳ патне!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                               Олег НИКОЛАЕВ

 



01 сентября 2025
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter