Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑрӑшнипе харӑсах регионта виҫӗ шкул уҫӑлнӑ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑрӑшнипе харӑсах регионта виҫӗ шкул уҫӑлнӑ

Паян, Пӗлӳ кунӗнче харӑсах республикӑра виҫӗ ҫӗнӗ шкул уҫӑлнӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре ҫӗнӗ шкулсене уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, ачасемпе ашшӗ-мӑшӗсене Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.  Республика хыснинчен сахал мар пулӑшу куҫнӑ, ҫавӑн пекех   ВЭБ.РФ – «ПроШкола»  тата  «Сбербанк» ПАО объектсене хута яма витӗм кӳнӗ. 

Шупашкарти «Солнечнӑй» микрорайонти шкул хӗрӗх тваттӑмӗш лицейӗн иккӗмӗш корпусӗ пулать. Кунта харӑсах 1400 ача вырнаҫтарма хӑтлӑ условисем йӗркелесе панӑ. Ачасем шкулта пӗр сменӑпа вӗренӗҫ. Кун пирки тепӗр хут ҫирӗплетсех каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк. Ҫитес ҫулсенче республикӑри мӗнпур шкулсенче ачасене пӗр сменӑпа вӗрентме палӑртса хунӑ. 

 «Лицей ҫумӗнче хушма корпус ҫурта тӑвасси ырӑ пуҫару пулса тӑчӗ. Чӑваш Еншӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме тытӑнсах, кун пирки халӑх пӗрре мар ыйтса ҫыркалатчӗҫ. 44-мӗш Лицей ҫӗршыври ытти шкулсемпе танлаштарсан лайӑххисен йышӗнче тӑрать.  Раҫҫей Президенчӗ концессиллӗ программӑпа килӗшӳллӗн, 1300 шкул тӑвасси пирки те пӗрре мар каланӑ. Пирӗн республика вӑл программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунисенчен пӗрремӗш пулса тӑчӗ.  Пӗтӗмпе эпир хамӑр енчен ҫичӗ шкул хӑпартса лартма заявка панӑ. Ун чухне вара эпир тӳрех Внешэкономбанкпа калаҫса килӗшрӗмӗр, микрорайонти шкула пӗрремӗш хута ярасси пирки. Палӑртнӑ тӗллев пурнӑҫа кӗчӗ. Кунта трӑшакансем пысӑк профессионалсем пулни те куҫ кӗретех. Ӳлӗмрен те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сире вӑй-хал сунатӑп. Педагогсене професси ăсталăхĕшĕн, яваплă çак тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чĕререн тав тăватăп», – тесе палӑртса каланӑ шкулта ӗҫлекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене, ачасене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   

Кунта паян пӗрле пухӑнни пурсӑмӑрӑн кӑмӑлне те уҫса ярать. «Ырӑ ҫул пултӑр, сире! Шанатпӑр, ку шкулта вӗренекен ачасем тарӑн пӗлӳ илессине. Кунти йӑла-йӗркесене тӗпе хурса, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пырасса та шансах тӑратпӑр.  Ҫӗршыври 300 чи лайӑх шкул йышӗнче шутланса тӑрать асӑннӑ лицей.  Вӗрентекенсене лайӑх ачасем, пысӑк специалистсем пулма сунатӑп пурне те», – тесе саламланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Олег Николаев шкулпа паллашнӑ май, кунти условисене курса ӗненнӗ. Пысӑк технологиллӗ хатӗрсене

Курнӑ, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан методикӑсемпе те кӑсӑкланнӑ.  Лайӑх паллӑсемпе шкултан вӗренсе тухма, асӑнмаллӑх интерактивлӑ доска ҫине хӑйӗн саламне ҫырса пӗлтернӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта та паян шкул уҫӑлнӑ.  Кунта харӑсах 1100 ача ӑс пухайрать. Пӗрремӗш класса килекен ачасемпе пӗрле хӗрлӗ лентӑна шкула уҫма каснӑ.  «Пӗлӳ карапӗ» макета кӑтартнӑ ачасем регион Пуҫлӑхне, паянхи пурнӑҫпа тӳр килекен проектсемпе те паллаштарнӑ.  Курав ҫав тери кӑсӑклӑ пулса тухнӑ хӑнасемшӗн.  Хулари шкул хими напрпвленийӗпе пулать. Ачасене кунта хими предметне ытларах вӗрентесси те паллӑ.

«Ҫӗнӗ шкул уҫӑлни, Хулан кунӗпе те тӳр килсе тӑрать пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӑҫал 65 ҫул. Апла пулсан, уяв ячӗпе сире ҫак паллӑ пулӑм.  Кун пек мероприяти, шкул уҫӑлни хулара 30 ҫул каялла пулнӑ.  Паян шкул уҫӑлни вара, хулара ачасене икӗ сменӑпа вӗрентессине прахӑҫлама май парать.  Условисем шкулта чаплӑ. Ачасем тарӑн пӗлӳ илсе, тӗрлӗ олимпиадӑсемпе ӑмӑртусенче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма пултарассине те ӗненетӗп», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Микрорайонти шкулта бассейн пур, технопарк та йӗркеленӗ. Апла пулсан, ачасемпе хими предметне вӗренме питӗ меллӗ пулӗ. Хушма пӗлӳ илме мӗнпур условисем ҫителӗклӗ.  Сӑмах май, ачасем республика Пуҫлӑхӗнчен шкул ӑна килӗшнипе килӗшменни пирки те ыйтса пӗлнӗ.  

 «Туллин пӗтӗмпех курса тухма вӑхӑт ҫитмерӗ, анчах та мӗн курнипе пӗтӗмпех кӑмӑллӑ юлтӑм.  Ӳлӗмрен шкул пурнӑҫӗпе тата та лайӑхрах кӑсӑкланса, тӗплӗн паллашса пырӑпӑр. Хими предмечӗпе биологи пурнӑҫра питӗ кирлӗ. Пысӑк профессионалсем пулас тесен, питӗ тӑрӑшса вӗренмелле пулӗ сирӗн. Хулашӑн, республикӑшӑн, мӗнпур ҫӗршывшӑн паха ӗҫсем тӑвас тесен, тарӑн пӗлӳ илмелле, шкултан вӗренсе тухсан, каярах паха специалистсем пулма аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелле. Кашни урок малашлăха – çĕнĕлĕх, ăсталăх, пултарулăх тĕнчине — ярса пуснă утăм пултăр. Вĕренĕр, тĕпчĕр!», – тесе уйрӑммӑн палӑртса кланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. 

Шупашкарти муниципаллӑ округра Кӳкеҫ поселокӗнче ҫӗнӗ шкул пурне те хавхалантарса янӑ. Шкула пӗрремӗш класа килнӗ ачасем кӗнӗ. Пӗтӗмпе шкулта 825 ача ӑс пухать. Кунта та условисем питӗ чаплӑ пулнине курса ӗненнӗ регион Пуҫлӑхӗ.  Пӗр сӑмахпа каласан, пысӑк технологиллӗ хатӗрсем чылай, ачасене тарӑн пӗлӳ пама ҫителӗклӗ пӳлӗмсем пурри те куҫ кӗретех тенӗ енртӳҫӗсем объекта хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ май.

«Шкула пӗрремӗш хут пуҫласа килекнсене уйрӑмах саламлас тетӗп. Ҫӗнӗ шкул сире тарӑн пӗлӳ илме пулӑштӑр.  Кунта медицина енӗпе ытларах тарӑн пӗлӳ илме витӗм кӳрӗҫ.  Паян халӑхӑн, ачасен кӗтнӗ ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ.  Строительсене пысӑк тав. Вӗсем хӑйсене шанса илнӗ ӗҫе явалӑха туйса пурнӑҫланӑ.  Графикпа килӗшӳллӗн, объекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Пахалӑх ечен те ҫӳллӗ шайра пурнӑҫланӑ строительство ӗҫӗсене. Перекет банкне тата «ПроШкола» пысӑк тав.  Вӗсем чылай тӗрев панӑ.  Енчен те малалла та ҫакӑн пек пӗр-пӗринпе килӗшсе тухӑҫлӑ ӗҫлесен, пирӗн ҫитӗнӳсе пуласси те часах пулӗ.  Пурнӑҫ ҫулӗпе хастарлӑн утма сӗнетӗп сире пурсӑра та.  Йывӑрлӑхран хӑрамалла мар, ӑна парӑнтарма пӗлмелле.  Пӗрле пулсан, эпир вӑйлӑ, пире никам та ҫӗнтереймӗ», - тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Пуҫлӑхӗ.

Шкулта пӗчӗк тата пысӑк спортзалсем пур. Харӑсах ачасем паян самбо тата волейбл енӗпе хӑйсен ӑсталӑхне туптанӑ.  Ачасем чӑваш ташшисен вӑрттӑнлӑхӗсене те ӑша хывса пыраҫҫӗ, кунта вӗсене вӗрентекенсем тарӑн пӗлӳ парӗҫ.

 «Шкул уҫӑлассине чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗмӗр. Ашшӗ-амӑшӗн ячӗсемпе Сире Правительствӑра тӑрӑшакансене пурне те тав сӑмахӗсем калатпӑр.  Олег Алексеевич уйрӑмах сире тав тӑвасшӑн. Пирӗн патне пысӑк тимлӗх уйӑрни куҫ кӗретех.  Эсир тӑрӑшнине ачасем валли ҫакӑн евӗр лайӑх шкулсем хута каяҫҫӗ.  Условисем паха. Эпир чун-чӗререн савӑнатпӑр», – тесе каланӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Ирина Семенова.

Пӗлме: Юлашки пилĕк çулта 24 садик, 9 шкул хута янă. Кăçал Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре тата виçĕ çĕнĕ шкул уçнӑ. 123 шкула тĕпрен юсанă, килес çул 38-шне çĕнетме тӗллев лартнӑ. Кашни пĕлӳ çуртĕнче хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăракан вĕрентӳ уçлăхĕ.



01 сентября 2025
18:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter