Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий  уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий  уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Мускавра  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий  уҫӑ калаҫу ирттернӗ.

 «Чӑваш Ен пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайӗ пулса тӑрать, унта Православин ытти тӗнсемпе хутшӑнӑвӗсем питӗ лайӑх йӗркеленнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн историллӗ ҫӗрсене пухас ӗҫри Православи пӗлтерӗшӗ пирки калас пулсан, тӗрлӗ тӗне тата тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлес планра  чи  пӗлтерӗшли пулса тӑчӗ. Раҫҫей шӑпах Аслӑ патшалӑх пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен  чиркӗве мӗнпур халӑх пӗрле пухӑнса ырлӑха ыйтнӑ. Чӑваш Ен ертӳҫисене шӑпах Православипе хутшӑнусем ҫав тери пысӑк шайра пулнӑшӑн тав тӑвас килет, вӑл Эсир тӑнӑҫлӑхшӑн тӑрӑшнине, хӑвӑра шанса панӑ халӑхшӑн  ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫланине ҫирӗплетет», –  тенӗ Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл.

 «15 конфесси нумай ӗмӗре мирлӗ пурӑннин тӗслӗхӗ пулса тӑрать пирӗн республика. Ҫав вӑхӑтрах пурӑнакансенчен 80 проценчӗ – православи тӗнне ӗненекенсем, Чӑваш митрополийӗпе пӗрле ӗҫлени те регионӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче яланах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫакӑн пек диалога пула Чӑваш Енре килӗшӳпе пӗр-пӗрне хисеплени хуҫаланать, ҫакӑ вара тӑнӑҫлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑрать» – тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗ ыйтусен анлӑ тавра курӑмне сӳтсе явма духовенство представителӗсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерни пирки пӗлтернӗ. Регионта халӗ 291 чиркӳ, 50 ытла часовня, 7 мӑнастир ӗҫлет. Вӗсенчен 23-шне юлашки пилӗк ҫулта хӑпартса лартнӑ. 2026 ҫулта вара Шупашкарти преподобнӑй Сергий Радонежский ячӗпе чиркӗве туса пӗтерме палӑртнӑ, ӑна 2015 ҫулта ҫурла уйӑхӗнче Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл пуҫласа тытӑннӑ строительство ӗҫне пархатарлӑ вӗҫлеме пехил панӑ. Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Предстоятелӗ Чӑваш Ене килсе ҫак чиркӗве сӑваплассине пӗлтернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.

 «2020 ҫулта Президент мана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗ,  Варнава владыка Сирӗн пехилпе мана Сирӗн интронизаци ҫулталӑкне халалласа савӑнӑҫлӑ службӑна чӗнчӗ, Эсир мана ун чухне ырӑ ӗҫсем туса пыма пиллерӗр. Республика пилӗк ҫул хушшинче пур сферӑра та питӗ лайӑх утӑмсем турӗ. Экономикӑра, социаллӑ сферӑра, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗнче пысӑк кӑтартусем пурри те куҫ кӗретех.  Ҫитӗнӳсем пӗтӗмпех  пӗрле ӗҫленине кура, пӗр-пӗрне пулӑшса пынипе пулса пыраҫҫӗ.  Кӗҫех тепӗр темиҫе кунран суйлав пулӗ, маншӑн Сирӗнпе тӗл пулса пил илни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Ене пулӑшнӑшӑн, тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тӑватӑп. Сирӗн сӑмахӑрсемпе вӗрентӳсем, Эсир пехилленисем республика ҫыннисен ырлӑхӗшӗн малалла ӗҫлеме ҫӗнӗ вӑй-хӑват параҫҫӗ», – тесе тав сӑмахӗсем каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май,  Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл республикӑра чиркӳпе патшалӑх хутшӑнӑвӗсем лайӑх аталаннине тата общество ҫирӗплӗхне палӑртнӑ. «Ырӑ сӑмахсемшӗн тав тӑватӑп, Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем умӗн Эсир манпа тӗл пулма май туса панӑшӑн савӑнатӑп. Эпӗ, паллах, республикӑра чиркӳпе патшалӑх хутшӑнӑвӗсем мӗнле лайӑх аталанса пыни ҫинчен  кулленех илтетӗп. Нимӗнле хирӗҫӳ те сиксе тухмасть, халӑх туслӑ пурӑнать, православи тӗнне ӗненекенсем вара яланах пирӗн мӗнпур халӑх туслӑ пурӑнтӑр тесе  ӗҫлеҫҫӗ», – тенӗ вӑл.



03 сентября 2025
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter