Ҫамрӑксене яла ӗҫпе кӑна явӑҫтарма хӗн, пурӑнма та хӑтлӑ условисем йӗркелесе памаллине чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пулнӑ. Унта вӑл Чӑваш Республикин муниципаллӑ тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе семинар-канашлу ирттернӗ. Ӗҫлӗ канашлӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем те хутшӑннӑ.
Кун йӗркинчи тӗп ыйтусем: ялсен территорисене аталантарасси, ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси тата квалификациллӗ специалистсене ял хутлӑхне явӑҫтарасси пулнӑ.
«Эпир кунта, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче кашни муниципалитета аталантармалли ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явма, мӗнле майпа пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемеллине палӑртма пухӑнтӑмӑр. Ҫитӗнӳсем патне епле ӑнтӑлма майсем пурри пирки сӳтсе явӑпӑр. Паян шкулсене тирпей-илем кӗртнине, ял хуҫалӑх предприятийӗсене, культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилессине, инфраструктурӑна ҫӗнетмелли проектсене пӑхрӑмӑр. Шывпа тивӗҫтересси, обществӑлла уҫлӑхсене ҫӗнетесси ыйтусем те паянхи пурнӑҫ таппишӗн пӗлтерӗшлӗ. Паян савӑнӑҫлӑ пулӑм – муниципалитетӑн ҫурт-йӗр фончӗн хваттерӗсен уҫҫисене парса тивӗҫтерӗпӗр. Ҫаксем пурте – пирӗн муниципалитетсенче ӗҫсене комплекслӑ тунипе ҫыхӑннӑ. Ҫынсене валли ялсенче пурӑнма хӑтлӑ условисем пур, ача-пӑча ӳстерме, ӗҫе ҫӳреме те аван.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл е ку улшӑнусене камсем валли хатӗрленине те пирӗн лайӑх ӑнланмалла. Ун чухне тин пирӗн тӗллевсем халӑх ырлӑхӗшӗн пулӗҫ. Ҫаксем пӗтӗмпех республикӑри пурнӑҫа ҫӗнӗлле йӗркелеме, урӑхларах туса пыма ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем уҫӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем вара хӑйсем ырӑ ылмашусене курса ӗненӗҫ, яваплӑха туйса хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, тухӑҫлӑх пирки те шутлама пуҫлӗҫ», – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров Чӑваш Енӗн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн программине пурнӑҫланӑ май юлашки пилӗк ҫул хушшинче округ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата тӗллевӗсем ҫинчен каласа панӑ. Ҫамрӑксене яла пурӑнма явӑҫтарас ыйтусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ вӑл. Сӑмах май, комплекслӑ меслет кирлине каланӑ, экономикӑри, ялӑн инфраструктура аталанӑвне ҫирӗп аталантарса пымаллине асӑннӑ. Ҫак процесри чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри – ял хутлӑхӗнче пурӑнма, ӗҫлеме килекен ҫамрӑк специалистсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси пулнине тепӗр хут палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре «Чӑваш Республикинчи граждансене пурӑнма юрӑхлӑ тата хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» Чӑваш Республикин патшалӑх программи ӗҫлет. Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ асӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе хастар ӗҫлет.
Пӗлтӗр 33 хваттерлӗ ҫурт тума тытӑннӑ, унта 18 хваттере муниципалитет контракчӗсемпе туяннӑ: 10 хваттер – бюджет тата социаллӑ сфера специалисчӗсем, 8 пурӑнмалли пӳлӗм – тӑлӑх ачасем валли уйӑрнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла: Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене 100% таран ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтернӗ: 149 ҫемье ҫӗр илнӗ, 5-шӗ вара ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне сертификатсемпе усӑ курнӑ.
Иван Михопаров округра вӗрентӳ сферинче ҫамрӑк специалистсене пулӑшас енӗпе муниципалитет программи ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ, ЧППУра вӗренсе тухакан студент-целевиксене ӗҫе йыхравлассине те асӑннӑ.
Ял тӑрӑхӗнче пурӑнмалли лайӑх хутлӑх туса хумалли пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри – ялта пурӑнакансене пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтересси. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутай салинче шывпа тивӗҫтермелли сетьсем хывас ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ӗҫсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Округри тӗп ҫитӗнӳсен шутӗнче Хӗрлӗ Чутайри котельнӑйсемпе ӑшӑпа тивӗҫтермелли сетьсене модернизациленине палӑртма пулать.
Пуласлӑх валли тӗллевсем пысӑк: Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ лайӑх ҫулсемпе, таса шывпа тата хальхи пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе халӑха пурӑнма тата канма хӑтлӑ, меллӗ тата хӑрушсӑрлӑх хутлӑхӗ туса хурас тесе палӑртать.
«Ял территорийӗсене аталантарас ыйтупа комплекслӑ майпа ӗҫлени кӑна ял хутлӑхне ҫамрӑксене явӑҫтарма май парӗ. Пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫинче тимлӗх уйӑрни пӗлтерӗшлӗ», – палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Канашлу вӑхӑтӗнче тӗплӗ пӑхса тухнӑ ял территорийӗсенчи пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерессин пӗлтерӗшлӗ аспекторӗсенчен пӗри — социаллӑ сфера специалисчӗсене – учительсемпе врачсене – явӑҫтарма майсем туса парасси. Докладсемпе Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн профильлӗ ведомствисен ертӳҫисем тухса калаҫнӑ.
Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лайӑх пуҫарусем туххӑмрах пурнӑҫа кӗрсе пымаллине каланӑ, ячӗшӗн кӑна ӗҫсене пурнӑҫласа пыма юраманнине асӑрхаттарса хӑварнӑ. «Бюджетниксене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ыйту тӗп приоритетсенчен пӗри пулмалла. Енчен те паян палӑртнӑ тӗллевсемпе ҫине тӑрса ӗҫлемесен, вырӑнтан тапранаймӑпӑр, апла пулсан пурин те пӗрне-пӗри ӑнланса, яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса халӑх ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.