«Вӑрмансене упрар» проектӑн тӗп кӑтартӑвӗнчен Чӑваш Ен ҫитӗнӗвӗ 2 хута яхӑн пысӑкрах

«Вӑрмансене упрар» проектӑн тӗп кӑтартӑвӗнчен Чӑваш Ен ҫитӗнӗвӗ 2 хута яхӑн пысӑкрах

Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑрмана упрар» акцин ҫиччӗмӗш сезонне старт панӑ. Мероприятие хутшӑнакансем чӑрӑшпа юмасем лартнӑ. Акцие пӗтӗм Чӑваш Ен хутшӑнать: 55 гектара яхӑн пӗтӗмӗшле лаптӑк ҫинче 60 пин ытла лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Лартмалли мероприятисем республикӑри пур округра та иртӗҫ, Улатӑр лесничествинче вара акцине юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. 

 «Паян вӑрмансем Чӑваш Ен территорийӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн йышӑнаҫҫӗ. Эпир ҫак ресурса тирпейлӗн упраса, аталантарса пыратпӑр. «Экологи ырлӑхӗ» нацпроекта  тӗпе хурса  вӑрмансене ҫӗр проценчӗпех юсаса ҫӗнетрӗмӗр. Юлашки ҫулсенче кӑна 8 пин гектар ытла вӑрман юсаса вӑрман ӗрчетес ӗҫ туса ирттернӗ – ку 2019 ҫулхинчен 8,3% нумайрах. Кӑҫал вӑрман хуҫалӑхне 2020 ҫулхинчен виҫӗ хут ытларах укҫа-тенкӗ ятӑмӑр. Республика бюджетӗнчен – 115 млн тенке яхӑн, федераци бюджетӗнчен 146 млн тенкӗ ытла тӑкаканӑ вӑрмансене хута яма. Кӑтарту та ҫук мар.  «Вӑрмана сыхласа хӑварасси» проектӑн кӑҫалхи планӗнче чылай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫитӗнӳ питӗ пысӑк.  Кӑтарту икӗ хут нумайрах пулни те ҫакнах ҫирӗплетет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паян ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ лесничествинче вырнаҫнӑ Чӑваш Енри пӗрремӗш лесхозӑн 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти (маларах Шамкинский ятлӑ пулнӑ) иртнӗ. Унӑн директорӗ Александр Цыганов республика Пуҫлӑхне учреждени ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, унӑн историне  каласа кӑтартнӑ. Вӑрманӑн харпӑр хӑй музейӗ те пур, унти  картинӑсемпе те тӗплӗн паллаштарнӑ.

Шӑмӑршӑ лесничествинче вӑрман вӑрлӑхӗ аван туса илеҫҫӗ. 40 га яхӑн лаптӑк йышӑнакан хӑйӗн питомникӗ те пур. Пӗтӗмӗшле унӑн лаптӑкӗ 61 га ытла, ӑна виҫӗ муниципаллӑ округра: Шӑмӑршӑ, Патӑрьелпе Елчӗк территорийӗсенче пӑхса хӑварнӑ.

Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем «Экологи ырлӑхӗ» наци проектне  тӗпе хурса, федераци проекчӗ шайӗнче вӑрман ӗрчетессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫулсерен вӑрман фончӗн вуншар гектар ҫӗрне ешӗл калчапа ҫӗнетеҫҫӗ.

 «Паян 66 пин га ытла лаптӑклӑ Шӑмӑршӑ лесничестви вӑрман ӗрчетес ӗҫӗн йӑлана кӗнӗ меслечӗсене хальхи технологисемпе ҫыхӑнтарса хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ҫутӗҫ ӗҫӗ-хӗлӗ, уйрӑммӑн илсен вӑрман ӗҫӗн музейӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пысӑк вырӑн йышӑнать, вӑл килен-каяна вӑрман ӗҫӗн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Ҫакӑ регионти хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсене сыхласа хӑварма май парать пӗлӗвне пулас ӑрӑва пама та витӗм кӳрет», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ  Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи Эмир Бедертдинов.

Хӑнасене «Экологи» наци проекчӗ шайӗнче туяннӑ вӑрманпа пушар техникин тата оборудованин паркне кӑтартнӑ. Пурӗ 5 ҫул хушшинче лесничествӑна 143 единица килнӗ: 7 трактор «Беларуспа», 4 пӗчӗк вӑрман патруль комплексӗ, 3 тиев автомобилӗ, 3 пушар автоцистерни, ҫавӑн пекех бензопӑчкӑ, радиостанци, шыв валли резервуарсем тата ытти те.

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ вӑрман ӗҫченӗсене мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ. Вăрман  – ҫут ҫанталăк парни, наци пуянлăхĕ. Вăрмансене упрасси тата унпа тивĕҫлĕ усă курасси – Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулнине асӑннӑ.

«Пĕрле ҫыхăнса ĕҫленипе вăрман отраслĕ лайăх аталанать, вăрман хуҫалăхне тытса пырас енĕпе Чăваш Ен  малтисен йышӗнче. «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттеретпĕр республикӑра.Отрасль ҫĕнелет, вăрмансене упрама май паракан ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртеҫҫĕ, вăрман хуҫалăхĕпе вăрман пушарĕн службисем пуянланаҫҫĕ. Вăрман промышленноҫне аталантарни, отрасле цифрăлани вăрманпа усă куракансен ĕҫĕсене ҫăмăллатĕ. Вăрман отраслĕн специалисчĕсене йывăҫ лартассипе иртекен акцисене хутшăнакансене, вăрмана чĕртсе тăратас тĕлĕшпе тăрăшакансене пурне те тав тăватăп. Чунтан вăй хурса тата пуҫарулăх кăтартса эсир пĕрлехи ĕҫе пысăк тӳпе хыватăр»,  – тенӗ Пуҫлӑх.

Мероприятие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, федерацин Атӑлҫи округӗпе вӑрман хуҫалӑхӗн департаменчӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Леонтьев, Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗнче нацин ҫут ҫанталӑк еткерне сыхласа хӑвармалли программӑсен координаторӗ, сертификаци комиссийӗн председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсӑн программа комитечӗн председателӗ ҫумӗ Сергей Пальчиков, ертӳҫӗсем хутшӑннӑ. Регионти патшалӑх влаҫӗн ветеранӗсем, вӑрман хуҫалӑхӗн  ӗҫченӗсем, наука пӗрлӗхӗн тата вӑрман промышленность комплексӗн представителӗсем тата ыттисем те мероприятине хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, республикӑн тата ҫӗршывӑн вӑрман пуянлӑхӗсене упраса хӑварас тата ӳстерсе пырас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫавӑн пекех служба ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тав сӑмахӗсем каланӑ, патшалӑх наградисене парса чысланӑ. 

 «Чӑваш Енри вӑрманҫӑсен тивӗҫлипе мӑнаҫланма май та пур. Панӑ полномочисене пурнӑҫланин тухӑҫлӑхӗ тӑрӑх юлашки ҫулсенче республика пирӗн округри чи лайӑх пилӗк субъекта тата Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх 15 субъектне кӗрет, юлашки пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара вӑл вуннӑмӗш теҫеткене кӗрсе 9-мӗш вырӑна  тухнӑ. Эсир Олег Алексеевич, пысӑк тимлӗх уйӑрни куҫ кӗретех. Ҫакӑ тунӑ кӑтартусене сыхласа хӑварма кӑна мар, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пулӑшать», – тенӗ федерацин Атӑлҫи округӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн департаменчӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Леонтьев.



05 сентября 2025
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter