СВО хутшӑнакансене валли хушма пулӑшу пайӗсем пӑхса тухмаллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

СВО хутшӑнакансене валли хушма пулӑшу пайӗсем пӑхса тухмаллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мобильлӗ «Пулӑшу десанчӗ» эксперчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Экспертсем ''Мирлӗ пурнӑҫа утӑм'' социаллӑ проекта тӗпе хурса ' Шупашкар хулинче пурӑнакансене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли мерӑсене пурнӑҫа кӗртес ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Асӑннӑ проект республика Ертӳҫин пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланать. Унӑн тӗп тӗллевӗ – ҫар служащийӗсене киле таврӑннӑ хыҫҫӑн е тата служба вӑхӑтӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗсене илме витӗм кӳресси.

Палӑртнӑ тытӑм  ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал регионти мӗнпур муниципаллӑ округсене  вӗсем ҫитсе килнӗ.  Специалистсем 700 ҫынна консультаци парса пулӑшнӑ.  1300 ытла ыйтӑва  ҫирӗп тӗрӗслеве илнӗ, вӗсенчен 1200 ытла ытӑвне тӳххӑмрах татса пама та май килнӗ.  Ӗҫе пӗтӗмлетнӗ мацй,  экспертсем республикӑра йышӑннӑ пулӑшу мерисен системи, вӗсем вара паян 50-ран та иртнисем, практикӑра ӗҫлени пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Консультацисем яланхи пекех конкретлӑ ҫӑмӑллӑхсем йӗркелессипе ҫыхӑннине тепӗр хут асӑнса хӑварнӑ специалистсем.

Ҫар ҫыннисемпе, вӗсен ҫемйисен членӗсемпе, общество организацийӗсен представителӗсемпе тата экспертсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хула администрацийӗнче йӗркеленӗ ҫавра сӗтел хушшинче уҫӑ калаҫу ирттернӗ.

 «Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах правительствӑн социаллӑ блокне хамӑрӑн ҫар служащийӗсемпе пӗрле май килнӗ таран тулли мерӑсем туса хатӗрлеме тӗллев лартнӑ. Ҫар тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ мӗнпур ӗҫ пирӗн Чӑваш Енре – яланах сӑваплӑ пулнӑ-ҫке. Чӑваш халӑхӗн тарӑн йӑли-йӗрки ҫине таянса хамӑр ӗҫе тунӑ эпир. Пӗр-пӗрне пулӑшни, пулӑшма хатӗр пулни яланах малти вырӑна тухса тӑрать.

Пулӑшӑвӑн 25 виҫине чи малтанхи кунсенче хута ятӑмӑр. Унтан вара практикӑра вӗрентӗмӗр, вӗсене пурне те ҫӗнӗлле тишкерсе хушса пытӑмӑр, общество организацийӗсене тӗпе хутӑмӑр. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн хушма йышӑнӑвӗсем  пурнӑҫа кӗчӗҫ. Кӑ  мӗнпур ӗҫе тарӑн тишкертӗмӗр. Пулӑшу системи мӗнле ӗҫленине, унпа мӗнле усӑ курнипе курманнине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫулла мобильлӗ «Пулӑшу десанчӗ» йӗркелерӗмӗр.  Ку ҫӗнӗлӗх те пӗрне-пӗри ӑнланса, туххӑмрах кирлӗ пек мерӑсем йышӑнса хӑварма витӗм кӳрет.

Ҫавӑнпа та сирӗн ыйтӑвӑрсене илтес, хушма йышӑнусем тӑвас тесе пирӗн паянхи диалог маншӑн пӗлтерӗшлӗ», – тесе сӑмаха пуҫланӑ Олег Николаев  уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.

Чи малтанах ҫавра сӗтел хушшинче ҫӗкленӗ тӗп темӑсенчен пӗри — хӗсметрен таврӑннӑ СВО хутшӑнакансене ӗҫе вырнаҫтарасси. СВО ветеранӗ Владимир Резюков регионти кадр центрне пула ӗҫе ӑнӑҫлӑ вырнаҫӑ пирки хыпарланӑ: «Тав сӑмахӗсене калас килет. Мана тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрчӗҫ, кирлӗ ӗҫе вырнаҫтарчӗҫ» – тесе палӑртнӑ вӑл. Сӑмах май, регион Пуҫлӑхӗнчен «Время СВОих» проект пирки ыйтса  пӗлнӗ. Ӳлӗмрен те ҫак проект пулӗ-ши тенӗ, ӗҫе вырнаҫнӑ чухне чӑнласах та хушма тӗрев сахал мар парса пулӑшнине асӑннӑ вӑл.

 «Чылайӑшӗ профессие улӑштарасшӑн, ҫӗнӗ пӗлӳ илсе вӗсемпе общество ырлӑхӗшӗн усӑ курасшӑн. Ҫавӑнпа та, паллах, проекта ҫитес ҫул та пурнӑҫа кӗртессине малалла тӑсӑпӑр. Ытти ҫул-йӗре те аталантарӑпӑр. Республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене СВО пуҫланнӑранпа 158 ветеран пулӑшу илнӗ, ҫак цифра ӳссе пырассине те лайӑх ӑнланатпӑр. «Манӑн бизнес» центр ПСБ банкӗпе пӗрле «СВОи в бизнесесе» программӑна хута янӑ. Ку проект та сахл мар витӗм кӳрет»,  – тесе каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ыйтӑва хуравланӑ май.

Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев республикӑшӑн  пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хастар хутшӑннӑ пурне те ырласа тав сӑмахӗсем каланӑ.  «Эсир палӑртакан ыйтусем эсир Чӑваш Ен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнине ҫирӗплетеҫҫӗ.  Шӑпах ҫак ырӑ улшӑнусене хутшӑнас тени кирек мӗнле ыйтӑва та, тӗллевсене те  татса пама пулӑшӗ. Ума лартнӑ пур тӗллеве те пурнӑҫа кӗртме ытларах та ытларах ҫын  хутшӑнни пурсӑмӑра та хавхалантарать.  Ҫакӑншӑн сире пысӑк тав!»  – тенӗ вӑл.



08 сентября 2025
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter