Ҫӑмӑл атлетика енӗпе «Советская Чувашия» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртусем ӳлӗмрен те пулассине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе  «Советская Чувашия»  хаҫатӑн  парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртусем ӳлӗмрен те пулассине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СССР летчик-космонавтне, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ  ятне тивӗҫнӗ Андриян Григорьевич Николаева асӑнса «Советская Чувашия» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ.  Ӑмӑртусем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнӗ.

Эстафета пуҫланас умӗн республика Ертӳҫи 2022 ҫулта стадион ҫумӗнче туса лартнӑ «ГТО»  енӗпе ирттермелли ятарлӑ лаптӑка пӑхса тухнӑ. Вӑл ГТО нормативӗсене пурнӑҫлассипе хутшӑннӑ мӑнпур хастара  ӑнӑҫусем суннӑ.  Олег Николаев регионта ГТО юхӑмне аталантарни сывлӑха ҫирӗплетме тата Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те лайӑх вӑй-хал формине тытса тӑма витӗм кӳнине уйрӑммӑн палӑртса каланӑ.

Чупас енӗпе иртнӗ ӑмӑртусене хутшӑнмашкӑн «Олимпийский» стадионӑн тӗп аренине 120 команда тата 800 ытла  спортӑн ҫак тӗсне юратакан хастар тухнӑ.

 «Советская Чувашия» хаҫатӑн парнисене ҫине илессишӗн ӑмӑртӑва тухнӑ мӗнпур хастара тав сӑмахӗсем калатӑп!  87-мӗш хут ҫак эстафета пире пурне те пӗр чӑмӑра пухать.  2004 ҫултанпа ҫак эстафета пирӗн легендарлӑ ентешӗмӗр Андриан Григорьевич Николаев ячӗпе хисепленет. 2029 ҫулта, вӑл ҫӗр ҫуллӑха паллӑ тума пултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак кунсенче эпӗ ҫак датӑна уявлассипе йӗркелӳ комитечӗ ҫинчен калакан Указа алӑ пусса ҫирӗплетрӗм. Шансах тӑратӑп, пирӗн легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе хисепленекен ҫак ҫӑмӑл атлетика эстафети 2029 ҫул тӗлне урӑхла  тата та пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑрассине . Спортсменсене, куракансене  нумайрах пухӗ ытти регионсенчен хутшӑнакансене явӑҫтарӗ. Эпир хамӑр ума ҫакӑн пек тӗллев лартатпӑр, ӑмӑрту ирттернӗ хыҫҫӑн ҫынсем стадионран тулли кӑмӑлпа тухчӑр тесе пурне те тӑвӑпӑр. Ҫак спорт ӑмӑртӑвӗпе эпир Чӑваш Республикин аталанӑвӗн черетлӗ хумне хута яратпӑр, мӗншӗн тесен кунта эпир пӗрлешетпӗр, пӗр-пӗрне пулӑшса пыратпӑр, хамӑрӑн йӑла-йӗркесен, ӑмӑртури кӗрешӗвӗн энергийӗпе вӑй-хӑват хушатпӑр. Малашлӑх ҫине  шанчӑклӑн пӑхатпӑр.  Пурне те лайӑх старт сунатӑп!» – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Спорт уявне хутшӑнакансене  Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков саламланӑ: «Шуршӑлта Андриян Григорьевич Николаевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне халалласа паллӑ пулӑма пухӑнтӑмӑр. Андриян Григорьевича халалланӑ комплексӑн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвас ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ.  Раҫҫейре чи лайӑххи, тен пулса тӑрӗ ҫак объект», – тенӗ вӑл.

«Кунта чи лайӑххисем, чи вӑйлисем чупаҫҫӗ! Пурне те лайӑх кӑмӑлпа чупса тухма сунатӑп!»  – тесе саламланӑ  «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев.

Ӑмӑртӑва ку хутӗнче Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗпе  Олег Николаевпа пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин Финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева, регион Правительствин членӗсем, депутатсем, организацисемпе предприятисенче тӑрӑшакансем,  вӗренӳ учрежденийӗсенче вӑй хуракансем, ветерансем, ахаль ҫынсем чылайӑн тухнӑ.  Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫавӑн пекех чупӑва республикӑри обществӑлла организацисен – Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн, Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗн – делегацийӗсем тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле ветерансемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те чупнӑ.

 Яланхиллех мала тухнисене парнесемпе Хисеп хучӗсене парса хавхалантарнӑ. Спорт уявӗ питӗ кӑмӑллӑ иртнӗ.



08 сентября 2025
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter