Федерацин Атӑлҫи округӑнче Чӑваш Ен «Пушкин картти» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе малта пынине асӑннӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Федерацин Атӑлҫи округӑнче Чӑваш Ен «Пушкин картти» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе малта пынине асӑннӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

2024–2025 ҫулсенчи  тапхӑрта патшалӑх театрӗсемпе концерт залӗсем 3 000 яхӑн культура мероприятийӗ ирттернӗ, вӗсене  933 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. 133 пине яхӑн ҫын «Пушкин картти» программӑпа усӑ курса тӗрлӗ мероприятисем курса савӑннӑ.  Ҫакӑн пек цифрӑсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе эрнесерен ирттерекен планеркӑра республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова  пӗлтернӗ.

 «Пирӗн культурӑпа искусство деятелӗсене пысӑк тав, вӗсем питӗ кӑсӑклӗ проектсем хатӗрлеҫҫӗ.  Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑна мар, ытти регионсене те илӗртеҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑха премьерӑсене, театр постановкисене, фестивальсене хаваспах  килсе кураҫҫӗ. Ӑна пула, пирӗн регионта туризм хӑватлӑн аталанса пырать. Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна та аталанма витӗм кӳрет кун пек кӑтарту», – тесе палӑртса каланӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Культура учрежденийӗсем пин ытла тухса  тӗрлӗ ялсемпе хуласене ҫитсе халӑха савӑнтарнӑ. 340 пине яхӑн куракан савӑнӑҫлӑ мероприятисене ҫитсе хӑйсен кӑмӑлне тултарнӑ.  2024 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа “ Культура хутлӑхӗ ” проект шайӗнче 289 культура пулӑмӗ ирттернӗ,  вӗсене 55 пине яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. 90% яхӑн билетсене «Пушкин карттипе» туяннӑ.

Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Пушкин картти» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Ен малтисен вырӑнӗнче. Унта патшалӑхпа муниципалитетсен те, уйрӑм ҫынсен те 99 культура учрежденийӗ хутшӑнать. Республика  ку кӑтартупа 1-мӗш вырӑнта. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫичӗ уйӑхра 80 млн тенке яхӑн чухлӗ 180 пин ытла билет сутнӑ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре «Тӗп хулари кун» республика проектне пурнӑҫа кӗртес ӗҫ малалла пырать, республикӑри муниципалитетсенчи шкул ачисене Шупашкарти культура пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Проект шайӗнче шкул ачисем тӗп хулана  килсе кураҫҫӗ, организацисемпе предприятисене ҫитсе килеҫҫӗ.

 Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев темиҫе проекта пӗрлештерме сӗннӗ: «Культура хутлӑхӗ», «Культура канмалли кунӗсем» тата «Тӗп хулари кун». Вӗсене пӗр чӑмӑра пухсан паха программа тума пулать, унпа ача-пӑча пӗр кунлӑх туризм шайӗнче усӑ курма пултарайрать. Ҫакӑн пек ҫул ҫӳревсенче тӗрлӗ муниципалитетри ачасем хӑйсен аталанӑвӗшӗн – культура учрежденийӗсене ҫӳресе, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултарччӑр»,  – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.



09 сентября 2025
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter