Энергоцентр Шуршӑлта – Чӑваш Енӗн энергетикин хушма майӗсем пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Энергоцентр Шуршӑлта – Чӑваш Енӗн энергетикин хушма майӗсем пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шуршӑл салинче «Трансэнергопром» компанисен ушкӑнӗн пилотлӑ энергоцентрне уҫнӑ. Ӑна хута яма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Максим Иванов, Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗ Сергей Лекарев, «Трансэнергопром» ГК директорсен канашӗн Председателӗ Андрей Водопьянов тата «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Александр Кондратьев пулнӑ.

Ҫӗнӗ энергоцентра регионӑн энергетика аталанӑвӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗрне – электричествӑпа тивӗҫтермелли шанчӑклӑха ӳстерессине тата хӑват дефицитне пӗтерессине – татса пама йӗркеленӗ. Объект электричествӑна куҫӑмсӑр майпа парассине тивӗҫтерме тата Шуршӑл салинче пурӑнакансемшӗн, ҫавӑн пекех социаллӑ объектсемпе предприятисемшӗн ӑшӑ пахалӑхне лайӑхлатма май парӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев энергоцентра уҫнӑ май ҫӗнӗ объекта ятарлӑ халӑх пурӑнакан вырӑна электроснабжени парассине лайӑхлатнисӗр пуҫне регионӑн энергетика тытӑмне пӗтӗмӗшле аталантарас ҫул-йӗре витӗм кӳнине  те палӑртнӑ.

 «Энергоцентр хута кайни – икӗ ҫул пӗрле ӗҫленин кӑтартӑвӗ. Унӑн никӗсӗнче – Чӑваш Ен 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн программи, вӑл пирӗн партнерсене, сӑмахран, «Трансэнергопром» инвестици  майӗсене тупма, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли проектсем сӗнме май парать. Плансем пирӗн пысӑк. Тӗпрен илсен тӑватӑ магистраль ҫул-йӗрӗ: энергосбыт организацине аталантарасси – цифровизацилесси, потребительсемпе ӗҫлеме ансатлатасси, электротранспорт валли инфраструктура тӑвасси, пӗтӗм Чӑваш Ене электричество шанчӑклӑхӗпе тивӗҫтересси, республикӑра  пурнӑҫа кӗрекен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене, мероприятисене витӗм кӳресси.

Энергоцентрсем –  пилотлӑ проект. Эпир 100 МВт генераци хӑватне ҫитме палӑртрӑмӑр. Ку вӑл –  тарифсен шайне тытса тӑрасси, чӑннипе вара – инфляци хӑвӑртлӑхӗ тӗлӗшпе вӗсем чакса пыни пӗлтерӗшлӗ. Ҫак проектра эпир муниципалитетсене электроэнергипе тата ӑшӑпа тивӗҫтерес тесе йӗркелерӗмӗр, Раҫҫейри технологи процесӗсене тӗпе хурса хамӑр ҫӗршыври йышӑнӑва та туса хатӗрлетпӗр. Чӑваш Еншӗн тухӑҫлӑ ӗҫлесе эпир проекта хамӑрӑн пысӑк ҫӗршывӑмӑрӑн пур регионне те масштабилеме пултарӑпӑр», тесе каланӑ регион Ертӳҫи.

Энергоцентр «Россети Волга» ПАО филиалӗн сечӗпе «Чӑвашэнерго» параллеллӗ ӗҫлӗ, туса кӑларнӑ электроэнергие республикӑн энергосистемине ярса парӗ. Пухӑннӑ ӑшӑпа хальхи котельнӑйри шыва ӑшӑтма усӑ курӗҫ, ҫакӑ унӑн оборудованийӗ ҫине нагрузкӑна чакарма тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен тытӑмӑн ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗ. Пурӑнакансемшӗн ку хӗлле ҫуртсене ӑшӑлӑх ҫирӗпрех парать тата ҫулталӑкӗпех шанчӑклӑ электричествӑпа тивӗҫтерет.

Строительствӑна Чӑваш Республикин Правительстви, «Трансэнергопром» ГК тата «ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем» АО хушшинче тунӑ виҫӗ енлӗ Килӗшӳ шайӗнче хӑпартса лартнӑ.  

Инвестици проектне Чӑваш Енри Мегапроектсен переченьне кӗртнӗ тата Чӑваш Енӗн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн Программин пайӗ пулса тӑнӑ. Республика Правительстви хакланӑ тӑрӑх, энергоцентрсен сечӗн аталанӑвӗ муниципалитетсене аталантарма, инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме тата халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма хӑватлӑ стимул пулса тӑрӗ.

 «Трансэнергопром» ГК Генеральнӑй директорӗ Александр Кондратьев Чӑваш Ен компанин тӗрев регионӗ пулса тӑнине палӑртнӑ: «Юлашки тӑватӑ ҫулта эпир Чӑваш Ен Правительствипе ҫирӗп те кӑтартуллӑ ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелерӗмӗр. Паян пирӗн регион ертӳлӗхӗпе  пӗрле ӗҫлӗ команда пур, вӑл ҫакӑн пек проектсене хатӗрлеме тата пурнӑҫа кӗртме май парать. Чӑваш Ен пирӗншӗн тӗрев площадки пулса тӑчӗ,  эпир муниципалитетсен экономикине аталантармалли энергетика инфраструктурине туса хуратпӑр. Ҫак энергоцентр – бизнеспа влаҫ пӗр-пӗринпе мӗнле хутшӑнса ӗҫлени чӑн-чӑн кӑтартусем кӳнине кӑтартакан хальхи йышши энергетика инфратытӑмӗ. Юлашки 4 ҫул хушшинче регионта чи лайӑх кӑтарту туса хунӑ. Ҫав тери пысӑк проектсем тума пултаракан хаклӑхсене те йӗркеленӗ», тенӗ вӑл.

Шуршӑл энергоцентрӗн опытне Чӑваш Республикин ытти муниципаллӑ округӗсенче проекта тишкерсе пурнӑҫа кӗртсе пыма усӑ курӗҫ. Ҫитес ҫулсенче ГК Трансэнергопром ҫакнашкал мини-ТЭЦ сетьне тума палӑртать, вӗсем чи кирлӗ территорисенче ӑшӑ тата электроэнерги стабильлӗ парассине тивӗҫтерме пулӑшӗҫ.

««Трансэнергопром» ГК Чӑваш Республикин энергетика сферинчи тӗп партнёрӗсенчен пӗри шутланать. «Трансэнергопром» ГК инвестпроекчӗ шайӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри 9 электрозаправка комплексӗпе станци строительствине пурнӑҫланӑ: пӗри Шупашкарта – Президент бульварӗнче, иккӗмӗшӗ – Эгер бульварӗнче, виҫҫӗмӗшӗ – Трактор тӑвакансен Культура керменӗ ҫумӗнче, тӑваттӑмӗшӗ – «Ҫеҫпӗл» заводпа юнашар М7 «Волга» федераллӑ трасса ҫинче Муркашри МО, пиллӗкмӗшӗ – Ҫӗрпӳ хулинчи федераци трасси ҫинче. Ытти 4 станци республикӑн тӗрлӗ округӗнчи ЧЭСК уйрӑмӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ», тесе  пӗлтернӗ Сергей Лекарев.



10 сентября 2025
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter