Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Ҫумӗ Марат Хуснуллин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Ҫумӗ Марат Хуснуллин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ, унта регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
«Чӑваш Республикинче граждансене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшакан комплекслӑ ӗҫ хастар пурнӑҫланать. Регионта 2030 ҫул тӗлне «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» нацпроектпа Чӑваш Республикинчи халӑхӑн 790 пин ытла ҫын пурӑнакан 19 тӗрев пунктӗнче пурӑнмалли хутлӑх пахалӑхне 30% ӳстерме палӑртнӑ. Территорисене комплекслӑ аталантармалли 7 проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пурӗ 83 га лаптӑклӑ ҫакӑн пек 10 территорие палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех регионта пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе те пысӑк кӑтартусем пур. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 510 пин тӑваткал метр хута янӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 13% нумайрах. Ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне чакармалла мар», – тесе каланӑ Марат Хуснуллин.
Регионти пысӑк ӗҫ бюджет кредичӗсен шучӗпе инфраструктура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе пынине палӑртнӑ Вице-премьер. Регионсен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн президиумӗн ларӑвӗнче таса шывпа халӑха тивӗҫтермелли объектсене юсаса ҫӗнетме 2,44 млрд тенкӗлӗх инфратытӑм кредичӗ илме Чӑваш Республикин заявкине ырланӑ. Коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетесси регионта тата ытти программӑсен шайӗнче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Ҫав шутра финанс пулӑшӑвӗ хутшӑннипе федераци бюджетӗнчен 31,7 ҫухрӑм инженер сечӗсем хута янӑ.
Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем ҫавӑн пекех 2030-мӗш ҫулччен ҫул-йӗр ӗҫ планне пурнӑҫлассине, ҫав шутра М-7 «Волга» автоҫула юсаса ҫӗнетессине, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене хута ярасси пирки те сӳтсе явнӑ.
«Республикӑшӑн приоритетлӑ пӗлтерӗшлӗ анлӑ проектсемпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн Марат Шакирзяновича тав тӑватӑп. Вӗсене кашнине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ тапхӑрсене ҫывӑх вӑхӑтрах пурнӑҫа кӗртессипе тӗплӗ килӗшӳ тӑватпӑр. Тӗслӗхрен, эпир Республикӑри клиника больницин ҫӗнӗ комплексне тӑвассине сӳтсе яврӑмӑр. Проекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин та ырланӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхне ӳстерме май парӗ. Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантарас сферӑра ҫулсем тӑвас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Шупашкар хули ҫывӑхӗнчи М-7 автотрассӑна юсаса ҫӗнетмелли проектпа строительство-монтаж ӗҫӗсене хӑвӑртрах пуҫарма килӗшӳ тӑватпӑр. Аэропорт перронне юсассипе те хстар ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Регионта общество транспортне модернизацилес ӗҫ пырать. Федераци енчен пулӑшӑва тӗпе хурса 2023-2024 ҫулсенче ҫӗнӗ 47 автобуспа 40 троллейбуса ҫула кӑларнӑ.