Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ: ГТО спорт площадкисене тата та пиллӗк округра уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ: ГТО спорт площадкисене тата та пиллӗк округра уҫнӑ

Спорт  инфратытӑмне аталантарассипе Чӑваш Республикинче  хастар ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Халӑхӑн пур категорийӗшӗн те вӑй-хал туйӑмне лайӑхлатма, сывлӑха ҫирӗплетме хӑтлӑ условисем регионта ҫителӗклӗ тесен те йӑнӑшах мар пулӗ. Ҫынсем кун пирки пӗрре мар ҫирӗплетсе каланӑ.  Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спорт тӳремӗсен сетьне анлӑлатнин пӗлтерӗшӗ пысӑк тесе яланах калать.

Шкулсен ҫумӗнче спорт площадкисене хута яни паха, ҫамрӑксене спортпа туслашма витӗм кӳрет.

 «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырура ГТО нормативӗсене йышӑнма виҫӗ ҫулта 14 ҫӗнӗ площадка туса хума тӗллев лартнине палӑртнӑччӗ.  2020 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен эпир 23 площадка турӑмӑр ӗнтӗ  пурне те хальхи стандартсемпе тивӗҫтертӗмӗр. Вӗсене халӑх кулленех ҫӳрет. Ҫакӑ массӑллӑ спорта аталантарас тата халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрнине ҫирӗплетет»,  тенӗ Пуҫлӑх.

Чӑваш Ен Правительствин  ларӑвӗнче Чӑваш Республикин спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Василий Петров муниципаллӑ йӗркеленӳсенче ГТО  нормативӗсене йышӑнма май паракан  спорт площадкисем тӑвас ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. «Спорт – пурнӑҫ норми» федераци проектне пула 20202023 ҫҫ. 23 специализациленӗ площадка илнине те палӑртнӑ вӑл.

2025 ҫулта  массӑллӑ спорта аталантарас тӗлӗшпе ҫӗнӗ программа старт илнӗ. Унӑн шайӗнче федераци тата регион бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе ГТО  валли пилӗк площадка хута янӑ.  Ҫак тӗллевпе федераци бюджетӗнчен 14,5 млн тенкӗ уйӑрнӑ, республика бюджетӗнчен  5,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Ҫак федераллӑ программӑпах Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен  «Белые камни» центрӑн базинче  кӑҫал модульлӗ спорт залӗ тума пуҫланӑ. Спорт сооруженийӗсен сетьне малалла анлӑлатма палӑртнӑ: 2028 ҫул тӗлне ГТО 21 площадкине, 9 «ӑслӑ» спорт площадкине, 2 модуль залне, 1 бассейн тума палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле вӗсене хута яма 762,5 миллион тенкӗ палӑртнӑ.

ГТО комплексне ӗҫе кӗртес енӗпе Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртать Спорт министерстви.  Регион федерацин Атӑлҫи округӗнче малти вырӑна йышӑнса ГТО юхӑмне хутшӑнакансен шучӗпе Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗрет. Пӗтӗмпе 382 пине яхӑн ҫын регистрациленнӗ, вӗсенчен 258 пинӗ ытла уйрӑмлӑх паллине илнӗ.

Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ  халӑх спортпа туслӑ пултӑр тесе сахал мар тӑрӑшать.  Сывлӑх ҫирӗп пулсан, ӗҫ те аван пурнӑҫланать, ҫитӗнӳсем пуласси те часах пулӗ.



30 сентября 2025
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter