Чӑваш Енре СВО ветеранӗсене пулӑшмалли 50 ытла пулӑшу мерисене йышӑннӑ

Чӑваш Енре СВО ветеранӗсене пулӑшмалли 50 ытла пулӑшу мерисене йышӑннӑ

Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Ӗҫе пухӑннисем ҫар ветеранӗсене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тарӑн тишкерӗ.  Ку хутӗнче ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ертсе пынӑ. Ӗҫлӗ канашлура Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ветерансене пулӑшас ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илнӗ. Чӑваш Ен Правительстви ветерансемпе тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене кулленех тӗрев парассипе титмлӗ ӗҫлесе пырать. Пулӑшу мерисене те кулленех анлӑлатать.

Регионта 50 ытла  тӗрлӗ пулӑшупа  ветерансене тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫав шутран шкулсенче ҫар ҫыннисен ачисене тӳлевсӗр апатланни, транспорт налукӗнчен хӑтарни те кӗрет. «Мирлӗ пурнӑҫ еннелле утӑм» социаллӑ проект, унӑн шайӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа специалистсем  25 хутчен ятарлӑ ветерансем патне ҫитсе килнӗ, консультаци парса юридици пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисен 1400 ытла ыйтӑвне туллин тивӗҫтернӗ.

Ветерансене пулӑшассине финанс тӳлевӗсем кӑна мар, регион пурнӑҫне тулли интеграци те кӗртеҫҫӗ: ӗҫе вырнаҫтармалли программӑсем, «Время СВОих» проектсем. Ҫавӑн пекех хальхи медицина тата психологи реабилитацийӗ. Ҫак мерӑсем пурте адаптаци тума, ветерансене тата вӗсен ҫемйисене шанчӑклӑ хӳтӗлеме лайӑх майсем туса параҫҫӗ.

«Кашни ветеранпа унӑн ҫемйи пирӗн пулӑшӑва кашни утӑмрах  туймалла. Ку вӑл  Чӑваш Ен Правительствин приоритечӗ пулмалла.  Пирӗн паттӑрсем мирлӗ пурнӑҫ патне шанчӑклӑн таврӑнччӑр тесе эпир малалла та мӗн тума пултарнине тӑвӑпӑр»,  тесе уйрӑммӑн палӑртнӑ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.



30 сентября 2025
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter