Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ветерансем тата хисеплӗ пенсионерсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та ҫак кун официаллӑ праҫник кӑна мар вӑл этем ӑслӑхӗпе ҫирӗплӗхне тата эсир пирӗн пӗрлехи ырлӑхшӑн кунсерен тӑвакан пысӑкран та пысӑк ӗҫе сумлани те.

Эсир Чӑваш Енӗн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн шанчӑклӑ тӗревӗ. Сирӗн ӗҫӗре, пурнӑҫ опытне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине пула эпир малалла ҫирӗппӗн утатпӑр, ачасемпе мӑнуксем валли тивӗҫлӗ малашлӑх хыватпӑр. Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе ҫакна ҫирӗплететӗр ҫул-ӳсӗм вӑл шут кӑна, ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнтерӳсемпе хавхаланакан чун вара яланах ҫамрӑк та хастар пулса юлать.

Эпир сире тивӗҫлипе пулӑшассишӗн хастарлӑн ӗҫлетпӗр. Чӑваш Енре аслӑ ӑрури ҫынсен интересӗсемшӗн тумалли ӗҫсен 2030 ҫулчченхи стратегине йышӑннӑ, унӑн шайӗнче ватӑсене комплекслӑ майпа социаллӑ пулӑшу паратпӑр. Хастарлӑ вӑрӑм кун-ҫуллӑ пулма тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан майсем йӗркеленеҫҫӗ. Пурнӑҫра хастар пулма, чун туртӑмне аталантарма, спортпа, искусствӑпа тата пултарулӑх ӗҫӗпе кӑсӑкланма, цифра тата финанс пӗлӗвне ӳстерме май паракан «Манӑн социаллӑ центр» клуб лапамӗсем уҫӑлаҫҫӗ. «Кӗмӗл» волонтерлӑх» юхӑм вӑй илет.

Ватӑсене хисеплесе сума сумалли ҫак кун сире пысӑк ӑсӑршӑн, пирӗнпе тараватлӑн пайлакан ырӑ кӑмӑлӑрпа ӑшӑ чунлӑхӑршӑн, ҫамрӑксене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул тупма пулӑшакан тарӑн ӑслӑ сӗнӳ-канашӑршӑн тав тӑватӑп.

Сирӗн хастарлӑхӑр, пурнӑҫпа кӑсӑкланасси ан чактӑр, пирӗн пӗрлехи тӑрӑшулӑхпа тимлӗх вара сире куллен вӑй кӳрсе тӑччӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата ҫемье хӑтлӑхне сунатӑп. Сирӗншӗн кашни кунах савӑнӑҫлӑ ирттӗр тата ҫывӑх ҫыннӑрсен пулӑшӑвне яланах туйса тӑрӑр!



Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



01 октября 2025
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter