Чрезвычайлӑ лару-тӑру условийӗсенчи ӗҫсене тума Чӑваш Ен халӑхне хатӗрлессипе йӗркеленӗ пулӑма регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗрӗслеве илнӗ

Чрезвычайлӑ лару-тӑру условийӗсенчи ӗҫсене тума Чӑваш Ен халӑхне хатӗрлессипе йӗркеленӗ пулӑма регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗрӗслеве илнӗ

Паян Чӑваш Енре патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ тытӑмӗн управлени органӗсемпе чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттармалли тата пӗтермелли пӗтӗм Раҫҫейри командӑпа штаб тренировкин иккӗмӗш кунӗ иртет. Тренировка пынӑ май Чӑваш Республикин территорийӗнче хальхи условисенче гражданла оборона ӗҫӗсене тума хӑнӑхаҫҫӗ.

 «Паян пирӗн республикӑри халӑха, пурлӑх тата культура хаклӑхӗсене хальхи условисенче хӳтӗлеме пулӑшакан гражданла оборона енӗпе штаб тренировкин иккӗмӗш тапхӑрӗ пырать. Эпир хальхи вӑхӑтри условисене тӗпе хурса хатӗрӗсемпе усӑ курма хамӑр майсене тӗрӗслӗпӗр, пирӗн службӑсен хатӗрлӗхӗн шайне уҫӑмлатӑпӑр тата ҫитес ҫулсенчи мероприятисенче плансем хатӗрленӗ чухне шута илсе пыма тӑрӑшӑпӑр. Хӑть те мӗнле хӑрушлӑх умӗнче те пирӗн халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси тӗп тӗллевсенчен пӗри», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тренировкӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ, регионти тата муниципалитет тытӑмӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тухнӑ. Телерадиовещани епле ӗҫленине, халӑха туххӑмрах хыпарсене пӗлтерме май пуррипе ҫуккине тишкернӗ.  Ҫавӑн пекех ҫак кун вӗренӳ заведенийӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Граждан оборонин кунӗ тӗлне йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри хӑрушсӑрлӑх культурин уҫӑ урокне ирттернӗ.

Паян Чӑваш Енре тренировкӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртет, Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен гражданла оборона объекчӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Асӑннӑ тапхӑра хатӗрленӗ чухне халӑха тата должноҫри ҫынсене хӑрушлӑх сиксе тухсан ӗҫ йӗркипе хатӗрлесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

«Пирӗн тӗп тӗллев – Раҫҫей МЧСӗн йӗркелӳ кӑтартӑвӗсенче палӑртнӑ мӗнпур ыйтӑва пысӑк пахалӑхлӑ шайра ӗҫлесе татса парасси тата халӑха хӳтӗлеме хатӗррипе тивӗҫтересси», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗн  тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Павлов.



02 октября 2025
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter