Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерет, вӑл 12 сехетре пуҫланать.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче регион Ертӳҫи телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, социаллӑ сетьсенче ҫырса палӑртнӑ ыйтусем ҫине хуравлӗ, республика аталанӑвӗн приоритетлӑ тӗллевӗсем пирки каласа парӗ.

Ыйтусемпе сӗнӳсене  Патшалӑх пулӑшӑвӗсем порталра ҫырса пӗлтерме юрать,  е тата ВКонтактри «Чӑваш Республики» пӗрлешӳре комментарисем ярӑмра хыпарлама пулать. Тӳрӗ лини кунӗнче вара трансляци чатӗнче хыпар ҫырма май пулӗ, 8 (8352) 565-100 телефонпа шӑнкӑравлама та майсем туса парӗҫ.

Тӳрӗ линие «Олег Николаев | Чувашия» Телеграм-каналта тата ВКонтактри «Чувашская Республика» пӗрлешӳре, «Россия 24» телеканалӗн эфирӗнче, «Радио России» хумӗ ҫинче  тӳрремӗнех курма пулӗ.



02 октября 2025
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter