Чӑваш Енре наци кӗрешӗвӗсен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вӑййисем иртеҫҫӗ

Чӑваш Енре наци кӗрешӗвӗсен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вӑййисем иртеҫҫӗ

Чӑваш Ен тӗнчери 39 ҫӗршывран 6 пин ытла хутшӑнакана пӗрлештернӗ тӗнчери спорт пулӑмӗн центрӗ пулса тӑнӑ:  Ҫӗнӗ Шупашкарта II Пӗтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсем старт илнӗ. Нци кӗрешӗвӗсен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вӑййисене килсе ҫитнисене  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  саламланӑ май ҫак ӑмӑртусем  регионшӑн кӑна мар, пӗтӗм тӗнчешӗн паллӑ пулӑм пулса тӑнине калнӑ.

 «Чӑваш Енре иртекен  асӑннӑ спорт  тӗсӗсен Пӗтӗм тӗнчери  спорт ӑмӑртӑвӗсем вун-вун ҫӗршыври спортсменсене пӗрлештерсе спорт ­– политика тулашӗнче пулнине тепӗр хут ҫирӗплетеҫҫӗ.

Пирӗн республика нумай нациллӗ Раҫҫей пӗрлӗхне ҫирӗплетме, йӑлана кӗнӗ спорт тӗсӗсене упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшакан пӗтӗм тӗнчери анлӑ спорт пулӑмӗн центрӗ пулса тӑнипе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш наци пӗрлӗхӗн кӗрешӳ спортне анлӑлатма витӗ кӳрет, ку вара чи пахи.  Ӑмӑртӑвка пирӗн республика тулашӗнче ытларах та ытларах хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ.  Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑл тӑвакансен йышӗ ӳссе пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.  

Раҫҫей кӗрешӳ искусствисен союзне тата Раҫҫей Федерацийӗн спорт министерствине тав тӑватӑп, вӗсем 2023 ҫултах пирӗн пуҫарӑва ырласа йышӑнчӗҫ.  Ӑмӑрту географийӗ тата спортсменсен шучӗ палӑрмаллах ӳсни спорт халӑхсене пӗрлештерекен пулӑм пулса тӑнине ҫирӗплетет», тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш ЕН Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

II Пӗтӗм тӗнчери вӑййисене хутшӑнакансене Раҫҫей спорт Министрӗ Михаил Дегтярев саламланӑ. Вӑл нумай ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсене пӗрлештерсе туслӑ тата халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшакан тӗнче шайӗнчи ҫакнашкал ӑмӑртусем ирттернин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртнӑ. Раҫҫей Правительствин Председателӗн ҫумӗ Юрий Трутнев хӑйӗн саламӗнче ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ наци кӗрешӳ искусствисем ӳт-пӗве тренировка тунисӗр пуҫне чун хавалне, патриотизмне тата кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӳстернине палӑртнӑ. Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин Пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко  спорт вӑййисене хутшӑнакансене ӑнӑҫу тата тӗрӗс кӗрешӳ суннӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӑйӑсен символне – ӑмӑртусен тӗп судйине Рамиль Габбасова, «Федерация всестилевого каратэ России» обществӑлла спорт организацийӗн президентне, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри кӗрешӳ искусствисен союзӗ» обществӑлла пӗрлешӳсен союзӗн ӗҫ тӑвакан директорне парса чысланӑ.

Сумлӑ тупӑшу  тӗрлӗ ҫӗршывсенчи спортсменсене, тренерсемпе тӳресене пӗрлештерӗ.

Ӑмӑртусен программи анлӑ  пулнӑ куҫ кӗретех, тӗрлӗ кӗрешӳ тӗсӗсем чылай пулни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Спортсменсем шахбокс, тутар кӗрешӗвӗ, ориентал, учкур, айкидо, хапсагай, кӑркӑссен курошӗ, чӑваш наци кӗрешӗвӗ, пиҫиххисемпе кӗрешес, мас-рестлинг, хӗҫсемпе ҫапӑҫас, киокушин тата каратэ енӗсемпе тата та ытти  ӑсталӑхӗнче вӑй виҫрӗҫ.

 «Пысӑк та туслӑ командӑна пула эпир Пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхлӗ наци тӗсӗсен вӑййисене иккӗмӗш хут ирттеретпӗр ӗнтӗ. Ӑмӑртусене йӗркелеме  витӗм кӳнӗшӗн Олег Алексеевича тав тӑватӑп. Спортсменсене  ӑнӑҫусем сунатӑп», – тенӗ  Рамиль Габбасов.



06 октября 2025
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter