Салтаксен ҫырӑвӗсем кӗнеке пуххине ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем фронтран килнӗ 555 ҫырӑва вырнаҫтарнине асӑннӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Салтаксен ҫырӑвӗсем кӗнеке пуххине ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем фронтран килнӗ 555 ҫырӑва  вырнаҫтарнине асӑннӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 Чӑваш Енре «Солдатский треугольник» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ. Вӑл республикӑри ҫамрӑк яш-кӗрӗм ирттернӗ анлӑ тӗпчев ӗҫӗн кӑтартӑвӗ пулса тӑнӑ. «Солдатский треугольник» кӑларӑм Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви тата Раҫҫей ҫарпа истори обществин регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ республикӑри наукӑпа тӗпчев акцине пула кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ акци 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗччен иртнӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев астӑвӑма упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнисене пурне те тав сӑмахӗсем каланӑ. ««Солдатский треугольник» ветерансене хисепленин тата ӗмӗр-ӗмӗр тав тунин символӗ пулса тӑрать.  Тӑван ҫӗршыва юратнине ҫирӗплетет. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче совет халӑхӗн аслӑ паттӑрлӑхне, вӗсен хушшинче Чӑваш Енрен ҫӗр-ҫӗр пин паттӑр пулнине кашни гражданин тарӑннӑн ӑнланса илни пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Тӑван ҫӗршыва ҫирӗппӗн хӳтӗлесе ҫак паттӑр йӑлана пирӗн ҫар ҫыннисем паян тивӗҫлипе малалла тӑсаҫҫӗ. Пирӗн тивӗҫ – ҫак астӑвӑма истори урокӗсем, кӗнекесем, культура мероприятийӗсемпе куравсем урлӑ типтерлӗн упрасси, пӗлтересси. Ҫапла хамӑр республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ валли ҫирӗп никӗс хыватпӑр», – тесе чӗнсе каланӑ Пуҫлӑх.

Паллӑ пулӑма Ҫамрӑксен театрӗнче ирттернӗ.  Мероприятине Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тата Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.  Сумлӑ хӑнасем йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, гварди сержанчӗ Илья Абаськин тата «Знание» Раҫҫей обществин лекторӗ, ятарлӑ ҫар операцине,  «Время СВОих» регионти кадр программине хутшӑннӑ Сергей Васильев пулнӑ.

Акци шайӗнче 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи шкул ачисемпе студентсем фронтри ҫырусене шырас тата упраса хӑварас енӗпе ӗҫленӗ. Пархатарлӗ ӗҫсен шутне текстсене анлӑлатасси, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене цифрӑлассине те кӗртме пулать. Тӗпчев тӗллевӗ историлле ҫӗнӗ ҫӑлкуҫсене тупса палӑртасси кӑна мар, фронтри ҫырав уйрӑмлӑхӗсене тишкересси те, унӑн авторӗсен  шӑписене тишкересси, Чӑваш Енре пурӑнакансем мӑн аслашшӗсен асӗпе ҫемье реликвийӗсене упраса пурӑннине ҫирӗплетесси  тӗп приоритетсенчен пӗри тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

 «Солдатский треугольник»  акци – ахаль ӑслӑлӑх проекчӗ кӑна мар, вӑл ӑрусен чӗрӗ ҫыхӑнӑвӗ, ку вӑл – хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ ҫынсене асра тытни, хисеплени шутланать. Ҫав ҫырусем урлӑ эпир вӑрҫӑн этем сӑнне куратпӑр, халӑха чӑтса ирттерме, ҫӗнтерме пулӑшакан сывлӑшӑн хӑватне туятпӑр. Акцине хутшӑнакансене –­­­­­ шкул ачисене, студентсене, педагогсене, тӗпчевҫӗсене халӑхӗсен историне юратнӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп», – тесе тав сӑмахӗсем каланӑ Раҫҫей обществин регионти аталанӑвӗпе тата халӑхсен хушшинчи килӗшӳлӗхӗпе ӗҫлекен генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Георгий Будный.

Акци пынӑ тапхӑрта 1941­–1945 ҫулсенче тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ 555 ҫыру тупнӑ, ҫав шутран вырӑс, чӑваш, тутар, мордва тата ытти чӗлхесемпе ҫырнӑ ҫырусене тишкернӗ. Ҫак ҫырусем историлле кӑна мар, наукӑлла хаклӑхпа та паллаштараҫҫӗ, фронтри пурнӑҫ уйрӑмлӑхӗсене, ҫапӑҫури лару-тӑрупа салтаксен шухӑш-кӑмӑлне вуласа пӗлме витӗм кӳреҫҫӗ. Тупнӑ ҫырусем хушшинче Чӑваш Енри наукӑпа культурӑн паллӑ деятелӗсенчен: Константин Кольцовпа Яков Ухсай поэтсенчен, Леонид Агаковпа Алексей Медведев ҫыравҫӑсенчен, техника наукисен докторӗнчен, профессортан, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗнчен Семен Сайкинран ҫырусем пур.

Чи лайӑх тӗпчев ӗҫӗсем «Солдатский треугольник» пуххин никӗсне выртнӑ. Ҫапӑҫу ҫулӗ ҫинчен ҫырнӑ ҫырусемпе кӑтартусене тишкернисӗр пуҫне кӗнекере салтаксен биографийӗсене, вӗсен ҫемйисем, наградисемпе пурнӑҫӗ ҫинчен калакан хыпарсене вырнаҫтарнӑ.

 «Асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме питӗ пысӑк тишкерӳ ӗҫӗ туса ирттернӗ. Эпир ачасене истори тӗпчевӗн никӗсӗсене вӗрентрӗмӗр, вӗсем архив докуменчӗсемпе профессилле майпа ӗҫлеме пултарччӑр тесе тимлерӗмӗр. Пилӗк пин ытла шкул ачине ҫак процесса явӑҫтарнӑ, вӗсем ҫемье архивӗсемпе ӗҫленӗ, вӗсем тӑрӑшнипе эпир пин ҫурӑ ытла фронт ҫыннисен ҫырӑвӗсене халӑх патне илсе ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Ку проект вӗсене сыхласа хӑварма кӑна мар, ӑслӑлӑх ҫаврӑнӑшне кӗртме те май пачӗ», – тесе каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Дмитрий Захаров.

Асӑннӑ ӗҫе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пулӑшса пыракан «Без срока давности» проект шайӗнче малалла тӑсӗҫ.

Мероприяти вӗҫленнӗ май истори пӗлтерӗшлӗ салтак ҫырӑвӗсен пуххине йӗркелеме хӑйӗн тӳпине хывнӑ ҫамрӑк авторсене кӗнеке экземплярӗсем парса хавхалантарнӑ. Республикӑри кашни шкул вулавӑшне пӗрер экземпляр кӑларӑм ярса пама палӑртса хунӑ.



07 октября 2025
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter