Ҫуртсене ӑшӑ тивӗҫтерессипе пӗлтӗрхинчен лайӑхрах ӗҫсене пурнӑҫласа пынине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри пурӑнмалли ҫуртсене тата социаллӑ объектсене ӑшӑ памалли вӑтам кӑтарту 99,4% ҫитнӗ. 4 064 ҫуртран 4 032-шӗнче (99,21%) тата 2 294-шӗнче 2 300 учрежденирен (99,74%) ӑшӑпа тивӗҫтернӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Олег Николаева Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.
«Мӗнпур ӗҫсене пӗлтӗрхинчен лайӑхрах йӗркелесе пыратпӑр. Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланичченех, чылай ӗҫсене туллин пурнӑҫланӑ, ҫитменлӗхсене те пӗтерме тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑшӑ кунсене тӗпе хурса, ҫанталӑк лайӑх тӑнине шута илсе хӑш-пӗр юсав ӗҫӗсене Вӑрмар округӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкарта йӗркелесе ҫитермелле», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ӑшӑ кӗртес ӗҫсене тӑватӑ муниципаллӑ йӗркеленӳре вӗҫлемен-ха. Шупашкарта (99,2%) нумай хваттерлӗ 13 ҫурта ӑшӑ парассине ӑшӑ трасса ҫинче юсав ӗҫӗсем тунӑ хыҫҫӑн 7 кун хушшинче кӗтеҫҫӗ. Соцобъектсене илес пулсан 122-мӗш номерлӗ ача сачӗн иккӗмӗш корпусӗнче ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, 22-мӗш номерлӗ СОШ тата 4-мӗш номерлӗ Гимназире тӗпрен юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче (99,7%) ӗҫе пурнӑҫланӑ. Хальлӗхе 19-мӗш номерлӗ ача сачӗ ӑшӑсӑр юлнӑ, сӑлтавӗ паллӑ унта тӗпрен юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Муркаш округӗнче (98,6%), Хӗрлӗ Чутай округӗнче (77,8%) таран пурнӑҫланӑ. Асӑннӑ округра ҫӗнӗ котельнӑй хута яма палӑтнӑ. Енчен те пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, 18 ҫуртра пурӑнакансене харӑсах ӑшӑпа тивӗҫтерме плана кӗртнӗ.
Чӑваш Ен Госжилинспекцийӗ Канаш хулинчи 103-мӗш номерлӗ нумай хваттерлӗ ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва тӗрӗслеве илнӗ, унта уйрӑм хутса ӑшӑтмалли ӗҫсене пурнӑҫлассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Инспекцин официаллӑ сайтӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ӑшӑпа тивӗҫтермелли ыйтӑва уҫӑмлатма, туххӑмрах хурав парас тесе «Хӗрӳ лини» ятарлӑ ярӑм уҫнӑ. Мӗнпур ыйтӑва шута илӗҫ, халӑха е тата социаллӑ объектсене вӑхӑтра ӑшӑпа тивӗҫтерес тесе тӑрӑшӗҫ.
«Хӗрӳ лини» ятарлӑ ярӑма хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа 108 шӑнкӑрав килсе ҫитнӗ. Ыйтусене ҫирӗп тӗрӗслеве илсе вӑхӑтра туллин татса панӑ», – тенӗ Чӑваш Енри Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлес ӗҫе туллин пурнӑҫа кӗртнӗ: хатӗрлӗхӗн вӑтам шайӗ 99,55% танлашать. Виҫӗ муниципаллӑ йӗркеленӳ – Вӑрмар округӗн, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар – территорийӗнче кивелсе ҫитнӗ хатӗрсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать.
Хатӗрлӗх паспорчӗсене нумай хваттерлӗ ҫуртсен 100% (5 543 ҫурт) тата социаллӑ объектсен 99,9% (2 204-ран 2 201) валли йӗркеленӗ. Паллӑ, тӗпрен юсав ӗҫӗсем пыракан ҫуртсенче хальлӗхе ӗҫ хучӗсене туллин йӗркелесе ҫитермен.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ округсен администрацийӗсене, Строительство министерствине тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине управляющи компанисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме каланӑ, ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслевре тытмаллине асӑрхаттарнӑ. Ҫынсен хӑйсен прависене пӗлмеллине, управляющисенчен мӗн пур нормӑна пурнӑҫлама ыйтма сӑлтавӗ те пуррине аса илтерсе хӑварнӑ.