Бюджет процесӗнче цифра тенкипе усӑ курмалли эксперимента хутшӑннин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсемпе Чӑваш Ен паллаштарнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Бюджет процесӗнче цифра тенкипе усӑ курмалли эксперимента хутшӑннин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсемпе Чӑваш Ен паллаштарнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Раҫҫей Банкӗ финанс тата IT-сектор ертсе пыракан компанисемпе ирттерекен Раҫҫейри чи пысӑк инновациллӗ финанс технологийӗсен  «Финополис» Форумӗнче – Чӑваш Ен республикӑн бюджет процесӗнче цифра тенкипе усӑ курас эксперимента хутшӑннин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсене кӑтартнӑ.

 «Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа эпир, пилотлӑ регион пулнӑ май, ӗҫтешсемпе пӗрле – чи малтан, ку вӑл Раҫҫей Банкӗн тата ВТБ банкӗн представителӗсем – шутлава цифра тенкисемпе пурнӑҫа кӗртме технологи йышӑнӑвӗсем йӗркелес енӗпе регион бюджетӗнчен уйрӑм тӗслӗхӗсем ҫинче хастар ӗҫлерӗмӗр. Тата, палӑртнӑ пекех, малтанхи кӑтартусем паян Сочири «Финополис» форумра питӗ ӑнӑҫлӑ пулса тухрӗҫ», – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Форумра ҫулсерен финанс пулӑшӑвӗсен сферине цифровизацилессин тӗп тренчӗсемпе малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ. Кӑҫал Форумра Чӑваш Ен пӗтӗмӗшле тимлӗхе сӗт туса илекенсене тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсиди парассипе тест сценарийӗ тӑратнӑ.

Асӑннӑ субсидисене цифра формине куҫарни Чӑваш Республикине 440 пин тенкӗ перекетлеме май парасса, ҫӗршыв масштабӗсенче вара – 80 млн тенкӗ ытла тӑкака саплаштарма витӗм кӳресси те куҫ кӗретех пулӗ.

Ҫакӑнпа пӗрлех Чӑваш Республикинче эксперимент шайӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене шкул тата спорт форми туянма тата  пӗчӗк пепкесем кӗтекен хӗрарӑмсене, ҫавӑн пекех 3 ҫула ҫитмен ачасене социаллӑ тӳлевсемпе тивӗҫтерме  паха ӑнӑҫлӑ кейссем те хатӗрленӗ.

 «Укҫан ҫӗнӗ форми патшалӑх финансӗсене тытса пырассин процесне уҫӑмлӑрах та тухӑҫлӑрах тума май парӗ, укҫа-тенкӗ юхӑмне оперативлӑрах тишкерме пулӑшӗ, ҫавӑн пекех транзакци тӑкакӗсене тата ӑнсӑртран пулма пултаракан пӑтӑрмахсене чакарма витӗм кӳрӗ. Унсӑр пуҫне смарт-контрактсенче цифра тенкипе усӑ курнине пула бюджетран куҫакан укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗн усӑ курнипе курманнине те туххӑмрах тишкерӳ туса пыма пулӑшӗ», – тесе ӑнлантарнӑ пӗрремӗш вице-премьер – Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Михаил Ноздряков.

Палӑртса хӑварар, форумӑн пленарлӑ ларӑвӗн тӗп теми рынокӑн наци цифра инфратытӑмне аталантарасси пулнӑ. Ларӑва Раҫҫей Банкӗн председателӗ Эльвира Набиуллина ертсе пынӑ.   Наци сервисӗсене чи малтан  ӑнсӑртран пулма пултаракан пӑтӑрмахсенчен асӑрханса йӗркеленине палӑртнӑ вӑл. Кирек-епле йывӑрлӑх сиксе тухсан та, туххӑмрах вӗсене парӑнтарма условисем пулччӗр тесе пурнӑҫа кӗртнине асӑннӑ  ертӳҫӗ малалла сӑмаха тӑснӑ май.  Паянхи пурнӑҫ таппинче вара, чӑнласах та  вӗсем экономикӑри тӑкакӗсене чакарма пултарасси паллӑ. Конкуренци тума витӗм кӳресси те куҫ кӗретех пулӗ.

 «Пуласлӑхра пирӗн финанс рынокӗн наци инфраструктурин виҫӗ тӗп компонентне те – тӳлевсене, даннӑйсене улӑштарнине, инҫет идентификацине – пӗрлӗхлӗ цифрӑллӑ уҫлӑха пӗрлештерсен аван», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.



09 октября 2025
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter