«InRussia» форумра Чӑваш Республики хӑйӗн промышленноҫ ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ

«InRussia» форумра Чӑваш Республики хӑйӗн промышленноҫ ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ

Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Якушев ертсе пыракан чӑваш делегацийӗ Пӗтӗм тӗнчери «InRussia» форум-курава хутшӑнать. Курав Минеральные Воды хулинче «Минводы ЭКСПО» курав центрӗн площадкинче иртет. Раҫҫей предприятийӗсем икӗ кун хӑйсен ҫитӗнӗвӗсене кӑтартса пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫса килӗшӗҫ.

 «Чӑваш Ен Пӗтӗм тӗнчери «InRussia» форумра – пирӗн промышленноҫ вӑй-хӑватне кӑтартас тата бизнеспа влаҫ хушшинчи тӗп ҫыхӑнусене йӗркелес тесе икӗ тутӑ кун ӗҫлет. Ҫакӑн пек площадкӑсем пирӗн компанисемшӗн тата пӗтӗм Чӑваш Еншӗн ҫӗнӗ майсем уҫаҫҫӗ. Конкретлӑ кӑтартусемшӗн тата ҫӗнӗ контрактсем алӑ пусса ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшӑпӑр»,  – тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш делегацийӗн йышӗнче – «НПП Бреслер», «Машзаводӑн индустри паркӗ», «ЧЗСА», «Двери-МАГ» тата «Стройкерамика» (Аликам) ертӳҫисем.

Кӑҫал курава Раҫҫейри 50 ытла регионти предприятисене (пӗлтӗр 14 пулнӑ) тата Раҫҫейӗн инноваци аталанӑвне пулӑшас, тӗнчери тухӑҫлӑ ӗҫтешлӗхе йӗркелес тата инвестицисене явӑҫтарас тӗллевпе пӗрлештернӗ бизнесӑн тӗрлӗ сферинчи 15 ҫӗршыва тӑратнӑ.

 «InRussia  – 2025» форум хӑнасене  вали кӑсӑклӗ официаллӑ программа кӑна мар, хальхи индустри площадкисем тӑрӑх паллаштаракан экскурси-турӑсем те, ҫавӑн пекех эффективлӑ коммуникацисем, нетворкинг тата профессиллӗ ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелли ятарлӑ площадкӑсем те  хатӗрлесе панӑ», – тесе  палӑртнӑ Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Якушев.

Ӗҫлӗ программа шайӗнче инвестицисем явӑҫтарас, промышленноҫ строительствипе проектлас, промышленноҫ туризмӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене усӑ курас, ҫавӑн пекех промышленноҫ инфраструктурин специализациленӗ темисемпе ӑсталӑх класӗсем тата семинарсем ирттерме пӑхса хӑварнӑ.

Экспозицире Чӑваш Республики  хӑнасене хӑйӗн паха таварӗсемпе паллаштарнӑ.



10 октября 2025
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter