Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ял ӗҫченӗсемпе тирпейлекен промышленноҫ, ял хуҫалӑх отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ял ӗҫченӗсемпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсем!
Сире пӗтӗм чунтан професси уявӗпе саламлатӑп!
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ӑна вырма ӗҫӗсем вӗҫленсен, черетлӗ ял хуҫалӑх тапхӑрӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ чухне паллӑ тӑватпӑр. Эсир паян тав сӑмахӗсене тивӗҫлипе илтетӗр.
Ҫулталӑк ҫӑмӑлах пулмарӗ, анчах эсир хӑвӑрӑн тӗлӗнмелле ӑсталӑхӑра, ӗҫченлӗхӗрпе ҫирӗплӗхӗре тепӗр хут кӑтартса патӑр: пухса кӗртнӗ пысӑк тухӑҫ сирӗн ырми-канми тата тӑрӑшуллӑ ӗҫӗн витӗмлӗ кӑтартӑвӗ. Мӗн пур категорири хуҫалӑхсенче сӗт тата аш-какай туса илесси ӳсни чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ.
Агропромышленноҫ комплексӗ республика экономикине пысӑк тӳпе хывать, вӑл регионти пӗтӗм продуктӑн 14,6 проценчӗпе танлашать. Ҫӗр ӗҫченӗсен хастарлӑхне пула Чӑваш Республикинче туса илекен апат-ҫимӗҫ продукцийӗн экспорчӗ кал-кал ӳссе пырать, ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тӗнчери 30 ытла ҫӗршывпа йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Раҫҫей ял хуҫалӑхӗнче цифра мелӗсемпе анлӑн усӑ курас енӗпе малта пыракансенчен пӗри шутланать, ҫӗршывра 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Регионта ҫӗр ӗҫӗн пысӑк технологиллӗ майӗсем, роботсен вӑйӗпе усӑ куракан тата энерги тӗлӗшӗнчен тухӑҫлӑ шутланакан фермӑсем, ҫавӑн пекех уй-хире асӑрхаса тӑмалли тата автомат мелӗпе шӑвармалли тытӑмсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, ҫакӑ производство тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшать.
Ҫак ҫитӗнӳсене агропромышленноҫӑн пысӑк комплексӗсен ӗҫченӗсем те, пӗчӗк хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсем те тӑван ҫӗре чунтан юратнине, вӗсен паха опычӗпе ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула тума май килчӗ. Отрасльте вӑй хуракан, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ 19 пине яхӑн ӗҫчен хамӑр регионӑнне кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерет.
Эпир ял ҫыннисем валли хӑтлӑ майсем туса парса тата ял территори-йӗсене ҫирӗппӗн аталантарса аграри секторне малалла та пулӑшса пырӑпӑр.
Ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев