Ҫитес ҫулта регионта шкулсене 4 хута яхӑн ытларах тӗпрен юсассине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кун пирки эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ. Регион Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвне пула 2021 ҫулта федераци программинчен пӗр ҫулталӑк маларах ӗҫе пуҫласа, республикӑра вӗрентӳ инфратытӑмне лайӑхлатма шкулсене масштаблӑ модернизацилеме тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта тӗплӗ юсав ӗҫне 111 вӗренӳ заведенинче пурнӑҫланӑ: 52 – республика бюджечӗ шайӗнче тата 59 – федераци укҫи-тенкипе тирпей-илем кӗртнӗ. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 7,3 млрд тенке яхӑн пулнӑ, унта 4,6 млрд – федераци бюджетӗнчен, 2,7 млрд – республика хыснинчен тӑкакланӑ.
«Ҫитес ҫулхи плансенче 38 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетме пӑхса хӑварнӑ. Практика палӑртнӑ тӑрӑх, кивӗ строительство конструкцийӗсене пӑсни яланах тенӗ пекех кӗтмен дефектсене тупса палӑртма витӗм кӳрет. Паха опыта пула, специалистсем туххӑмрах ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗн калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутран федераци бюджетӗнчен 2,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ытларах юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлани пысӑк чӑрмавсем кӑларса тӑратассине ӑнланатӑп, анчах та ку хӑйне евӗрлӗ май – кун пек пысӑк калӑпӑшпа укҫа-тенкӗ час-часах пӑхса хӑвармаҫҫӗ. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, шкулсене ӑнӑҫлӑ ҫӗнетсе пырасси» – палӑртса каланӑ Олег Николаев.
2025 ҫулта федераци программипе килӗшӳллӗн 10 шкула тӗпрен юсаса пӗтерме плана кӗртнӗ. Ӑна валли 2 млрд ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 971 млн тенкӗ.
«Канашри тата Турханти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулсене тӗпрен юсаса пӗтернӗ ӗнтӗ. Ытти шкулсем тӗрлӗ стадире пурнӑҫланаҫҫӗ, 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ», – тесе хыпарланӑ Дмитрий Захаров.
Чылай объектсенче строительство ӗҫӗсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗӗ, анчах Шупашкар хулинчи 22-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта чӑрмавсем пур-ха. Подрядчик хӑй ҫине илнӗ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫламанни сисӗнет. Объект хатӗрлӗхӗ пурӗ 55% ҫеҫ танлашать хальлӗхе.
«Ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата вӗрентекенсемпе килӗшсе ӗҫлемелле. Юсав вӑхӑтӗнче ытлашши чӑрмавсем кӑларса тӑратмалла мар. Вӗренӳ тапхӑрӗнчен куҫса ытларах кану вӑхӗтӗнче ӗҫсене пурнӑҫласан та аван», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Аса илтеретпӗр, 2023 ҫултанпа республикӑри шкулсене тӗпрен юсасси комплекслӑ пулса тӑнӑ: ҫуртсене ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тӳрех территорисене йӗркене кӗртсе пынӑ. Шкулсенче пурлӑхпа техника базине те ҫӗнетнӗ. Пӗтӗмпе 1,9 млрд тенкӗ тӑкакланӑ. 86 шкул территорине хӑтлӑлатнӑ та ӗнтӗ. 2025 ҫулта территорисене тата 18 шкулта ҫӗнетме пӑхса хӑварнӑ. Вӗсене валли 271 млн тенкӗ уйӑрнӑ, ӗҫсен ытларах пайне вӗҫленӗ те ӗнтӗ.