Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев  Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ арҫынсем!

Сире пӗтӗм чунтан Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Атте – ҫемье пуҫӗ, юратнӑ та ҫывӑх ҫынсемшӗн шанчӑклӑ тӗрев.

Кашни ашшӗнех хӑйӗн ачисемшӗн яваплӑх, ҫирӗп тӗллевлӗх, ӗҫченлӗх тӗслӗхӗ пулмалла. Вӑл – ҫемье хӳтӗлевҫи, ҫывӑх ҫынсен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшасси унӑн тӗп тивӗҫӗ. Ашшӗсем савнӑ ывӑлӗсемпе хӗ­рӗсене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, йывӑр самантсенче тӗрев  параҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫе алла илме, палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Енре ашшӗлӗх институтне аталантарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ашшӗсен канашӗн ӗҫ-хӗлне 5 пин ытла арҫын  хастарлӑн хутшӑнать, вӗсем ҫемье йӑли-йӗркине ҫирӗплетме, патриотлӑха тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине аталантарма пулӑшакан проектсемпе пуҫарусене пурнӑҫа кӗртессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.

Ку енӗпе паян килтен аякра пулса Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене хӳтӗлекен ашшӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен харсӑрлӑхӗпе  паттӑрлӑхӗ республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах хавхалантарать тата чун-чӗрере тав туйӑмӗ ҫуратать. Пирӗн салтаксем кӑтартакан паттӑрлӑхпа хастарлӑх ҫитӗнекен ӑрушӑн хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннин ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Ача пӑхса ҫитӗнтерекен кашни арҫынах хисепе тата тав сӑмахне тивӗҫ. Хӑвӑр ачӑрсене шӑпах вӗт эсир ҫирӗп чунлӑ пулма вӗрентетӗр тата аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса ҫитӗнме пулӑшатӑр.

Кашни ашшӗнех ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ҫемье телейӗ, пур ӗҫре те ҫитӗнӳ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                       Олег Николаев



19 октября 2025
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter