Олег Николаевпа Ирина Роднина ҫамрӑк чемпионсене чысланӑ

Олег Николаевпа Ирина Роднина ҫамрӑк чемпионсене  чысланӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Пӗтӗм тӗнчери ӗҫсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, федерацин «Ача-пӑча спорчӗ» проекчӗн координаторӗ, виҫӗ хутчен пулнӑ Олимп чемпионки Ирина Роднина Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча футболӗн VII фестивальӗн финал тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслама хутшӑннӑ. Виҫӗ кун командӑсем «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсенче ӑмӑртнӑ.

Ҫамрӑк футболистсем – регионти тупӑшусен ҫӗнтерӳҫисем: Раҫҫейри 39 регионти 586 ҫамрӑк спортсмен ӑмӑртусенче мала тухассишӗн тупӑшнӑ.

«Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча футболӗн VII фестивалӗн финалне ирттерме шӑпах пире шанчӗҫ – ҫакӑ питӗ пысӑк хисеп: Чӑваш Енре ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорчӗн аталанӑвӗн шайӗ пысӑк. Ҫӗнтерӳшӗн арҫын ачасен 32 команди тата федерацин мӗнпур округӗсенчен килнӗ хӗрачасен 27 команди кӗрешнӗҫ – вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Ку пулӑм ӑнсӑртран мар – пирӗн республикӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ. Шкул спорчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн президенчӗпе, виҫӗ хутчен ҫӗнсе илнӗ Олимп чемпионкипе Ирина Роднинӑпа килӗштерсе ӗҫлени те куҫ кӗретех. Сирӗнтен кашниех ҫак кунсенче команда хутшӑнӑвне ӳстернине шанса тӑратӑп», – тесе палдӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Тренерсен йышне пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн. Кирек мӗнле команда та, кирек мӗнле вылякан та, вӗсен кирек мӗнле кӑтартӑвӗ те – сирӗн ӗҫӗн пӗрлехи ҫитӗнӳ, эсир пысӑк тимлӗх уйӑратӑр. Май пур таран пӗтӗм чунтан пулӑшма пикенетӗр. Фестивале хутшӑнакансен эпир вӗсемпе мӑнаҫланнине туяҫҫӗ. Пирӗншӗн, аслисемшӗн, сирӗн куҫӑрта савӑнӑҫ курни калама ҫук пӗлтерӗшлӗ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Пӗтӗм тӗнчери ӗҫсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ирина Роднина.

Турнир кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсем ятне: арҫын ачасем хушшинче – Челябинск облаҫӗнчен килнӗ «Путь чемпионов» команда, хӗрачасем хушшинче – Новосибирск облаҫӗнчен килнӗ «Форвард ДОЛ Рассвет» команда тивӗҫлӗ пулнӑ.



20 октября 2025
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter