Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн команди лайӑх ӗҫленине пула ҫулсене юсама 2,5 млрд тенкӗ хушма тӗрев уйӑрма килӗшнӗ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн команди лайӑх ӗҫленине пула ҫулсене юсама 2,5 млрд тенкӗ хушма тӗрев уйӑрма килӗшнӗ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ. Регионӑн Ҫул-йӗр фончӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пурнӑҫланине малтанласа пӗтӗмлетнӗ.

2025 ҫулта Ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 9 млрд ытла тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен федераци бюджетӗнчен субсиди – 1,5 млрд тенке яхӑн, республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрасси – 7,6 млрд тенкӗ ытла. 2025 ҫулхи юра уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне 5,7 млрд тенкипе туллин усӑ курнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнӑ калӑпӑшӑн 63,2% танлашать. Автомобиль ҫулӗсен регионти сетьне юсас ӗҫ тӑсӑлӑвӗ унчченхи ҫулхипе танлаштарсан 3 хут ӳснӗ. Кӑҫал ҫул-йӗр ӗҫӗсем пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1,1 млрд тенкӗлӗх  пурнӑҫланма та ӗлкӗрнӗ.

Ҫав шутра пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсене пурнӑҫлама кӑҫал республика бюджетӗнчен 349 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, 259 ҫул-йӗр объектне палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне 2025 ҫул валли пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗнчен 72,1% (244 млн тенкӗ)  усӑ курнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «НИМЕ – халӑх бюджечӗ» проект шайӗнче пыракан ҫул-йӗр строительствин объекчӗсене, ҫавӑн пекех общество вырӑнӗсенчи тротуарсене те тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. «Пуҫаруллӑ бюджетировани урлӑ укҫа-тенкӗ уйӑракан ҫул-йӗр проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине тӗрӗслессине ирттермелле тесе шутлатӑп, уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче. Ҫавӑн пекех нумай вӑхӑт хушши юсаман тротуарсен тӑрӑмне хакламалла. Проектсем мӗнле пурнӑҫланнине тата вӗсем унта пурӑнакансен кӗтнипе килӗшсе тӑманнине пирӗн ӑнланмалла. Ҫул-йӗре тытса тӑрас тата подрядчиксем патне ҫирӗп требованисем лартас ӗҫе, ҫав шутрах кирлӗ технологи никӗсӗпе тивӗҫтерессине тата ҫул хӗрринчи  ҫум-курӑка тирпейлесе ҫулса тӑрассине ҫирӗп тӗрӗслеве илмелле», – палӑртнӑ вӑл.

2025 ҫул тӗлне пӗтӗмӗшле 530 ҫухрӑм тӑршшӗ автомобиль ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.

 «Сире, Олег Алексеевич,  уйрӑммӑн тав сӑмахӗсем калас тетӗп.  Шӑпах эсир тӑрӑшнипе Раҫҫей Правительствипе, уйрӑммӑн илсен Марат Шакирзянович Хуснуллинпа, ҫыхӑнса ӗҫленипе регион ҫыннисемшӗн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри – М-12 трассӑна тунӑ чухне  арканнӑ автоҫулсене юсаса ҫӗнетесси. Паянхи кун тӗлне федераци бюджечӗ ҫинчен калакан ҫӗнӗ саккунӑн 2026-2028 ҫулсенчи мӗнпур кирлӗ лимичӗсене пирӗн пата ҫитернӗ, унта республикӑн ӳстерекен коэффициенчӗ урлӑ ҫӗнӗ виҫҫӗ ҫуллӑх валли 2,5 млрд тенкӗ хушса уйӑрнӑ. Паянхи куна мӗнпур кирлӗ проект документацине, смета ведомоҫӗсене хатӗрленӗ, ҫак укҫапа эпир 2,5 млрд тенкӗ хушса пурнӑҫлама палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле 75  ҫухрӑм тӑршшӗ тӑсӑлакан лаптӑкра 10 объект хута яма палӑртнӑ», – тесе каланӑ  сӑмаха ҫавӑрнӑ май Чӑваш Ен Транспорт министерствин ертӳҫи.



21 октября 2025
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter