Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» кӑларӑм вӑхӑчӗпе усӑ курса тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗтересси ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уӑрнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» кӑларӑм вӑхӑчӗпе усӑ курса тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗтересси ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уӑрнӑ

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн 23-мӗш «тӳрӗ линине»ирттернӗ. Икӗ сехет хушши регион Ертӳҫи Чӑваш Енре пурӑнакансенчен килсе ҫитнӗ ыйтусем ҫине тӗплӗн хуравланӑ.

Эфирта ытларах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусем янӑранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, учительсемпе инвалидсене ҫӑмӑллӑхсем парасси ыйтусем те яланхи пекех малти вырӑнта пулнӑ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сфера, авариллӗ ҫурт-йӗрсене пӑрахӑҫласси, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр енӗпе те ыйтусем самаях пулнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, кӑҫал «тӳрӗ линиие» хастар хутшӑнчӗҫ муниципалитетсенче пурӑнакансем, вӗсене хӑйсен округӗсенче инфратытӑм объекчӗсене туса пӗтермелли сроксем кӑсӑклантарни те куҫ кӗретех. Вӗсем хӑйсен ыйтӑвӗсене республика ПУҫлӑхне пӗлтерчӗҫ.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Олег Николаев 50 ыйтӑва хуравланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, вӗсене тивӗҫтермелли ҫӑмӑллӑхсем пирки тӗплӗн ӑнлантарнӑ.

«Нумай ыйту ҫӗкленине кура, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн чӳк уйӑхӗнче Ӗҫпе социаллӑ политика министерстви ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче аманнӑ пирӗн паттӑрсене пӗр хутчен парса тивӗҫтермелли укҫа пулӑшӑвне илме заявкӑсем йышӑнма тытӑнӗ.

Асӑннӑ виҫене мӗншӗн маларах кӗртмен тесен, ӑнлантаратӑп. Мӗншӗн тесен, чи малтанах эпир ятарлӑ ҫар операцийӗн малтанхи кунӗсенчех пулӑшу мерисене май пур таран анлӑн сарса пытӑмӑр, комплекслӑ реабилитаци тума та витӗм кӳтӗмӗр. Пирӗн кашни паттӑра пысӑк тимлӗх уйӑрасси тӗп тӗллев. Чӑваш Енри сиплев учрежденийӗсенче сывлӑха ҫирӗплетсен, пирӗн паттӑрсем хӑйсене кӑмӑлне тивӗҫтерекен ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ е тата хӑшӗсем каялла таврӑнаҫҫӗ. «Время СВОих» программӑна та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта тӗрлӗ степеньлӗ 3000 ытла ҫын хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пирӗн тӗллев ҫар ҫыннисене тӗрлӗ пулӑшусемпе вӑхӑтра тата туллин тивӗҫтересси. Палӑртса хӑварам: ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланӑранпа аманнӑ мӗнпур паттӑр ҫак тӗреве тивӗҫейрет», - тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Пӗтӗмпе 800 ытла ыйту пуҫтарӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансем влаҫ органӗсен социаллӑ сечӗсем тата интернет-ресурссем урлӑ 289 ыйту ҫырса пӗлтернӗ. Ыйтусен чылай пайӗ кол-центра пухӑннӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн телеграм-каналне те самай ыйтусем килсе ҫитнӗ.

телеканал эфирӗнче «Раҫҫей 24» (ГТРК «Чувашия») телеканал эфирӗнче «тӳрӗ линие» курма май пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Радио России» хумсем ҫинче итлеме май пулнӑ. Тӳрӗ линие «Олег Николаев | Чувашия» Телеграм-каналта тата ВКонтактри «Чувашская Республика» пӗрлешӳре тӳрремӗнех курма условисем пулнӑ. 



21 октября 2025
17:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter