«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонинче пысӑк технологиллӗ таварсем тирпейлесе кӑларма Узбекистан партнерӗсем витӗм кӳрессине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Раҫҫей тата Узбекистан регионӗсен II Канашӗ иртнӗ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Узмахсуссувтаъмиртаъминот» АО тата «Шупашкарти электромашина тӑвакан завод» НПО» ООО предприятийӗсен ертӳлӗхӗпе тӗл пулнӑ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче «Шупашкарти электромашинӑсем тӑвакан завод» НПО» ООО инвестици проектне аталантармалли малашлӑхлӑ ҫул-йӗрсене пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Паллӑ пулӑмра «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонинче промышленноҫпа производство ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламалли ҫинчен калакан виҫӗ енлӗ Килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ӗҫ хутне Чӑваш Республикин экономика министрӗ Лариса Рафикова, «Шупашкарти электромашина тӑвакан завод» НПО» генеральнӑй директорӗ Муминтой Камалов, «Фильтр 21» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Алексеев ҫирӗплетнӗ.
«Ку проекта пысӑка хурса хаклатӑп. Импорта улӑштарасси тата пысӑк технологисене тӗпе хурса тӗрлӗ ӗҫсене йӗркелеме витӗм кӳрет. Энергетика, хими, нефть, газ, металлурги тата строительство валли чӑн та пысӑк проект пулса тӑрать. Ҫак секторсенче экспорта вӑйлатӗ тата 2030 ҫулчченхи технологи аталанӑвӗн Концепцине те пысӑк витӗм кӳрӗ. Кӑтарту та куҫ кӗретех.Бюджета укҫа-тенкӗ уйӑрасси ӳсӗ, налук ӗҫӗсен ӳсӗмӗ пулӗ. Чӑваш Ен Евразири партнёрсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ», — тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Пирӗн Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗпе ырӑ та ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркеленчӗҫ. Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче питӗ пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Пӗтӗмпех палӑртса хунисем пурнӑҫланассине те ӗненсех тӑратӑп», — тесе пӗлтернӗ «Узмахсуссувтаъмиртаъминот» АО генеральнӑй директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Салахиддин Шохрухбек Абдумумин угли.
Инвесторсем энергетика комплексӗн предприятийӗсем валли пысӑк технологиллӗ продукци, хими, нефтегаз, металлурги отраслӗсем, строительство тата машинӑсем тӑвассипе анлӑ ассортимент кӑларассине йӗркелесе яма палӑртнӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртме инвесторсем харпӑр хӑй укҫи-тенкине 588 миллион тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнӑ. 9 000 тӑваткал метр лаптӑклӑ административлӑ производство комплексне тума, инженери коммуникацийӗсене хута яма, ҫавӑн пекех кирлӗ технологи оборудованийӗ туянма палӑртнӑ.
«Проектӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк масштаблӑ, урӑхла каласан проекта пурнӑҫлани технологи аталанӑвӗн концепцийӗн 2030 ҫулчченхи мероприятийӗсене пурнӑҫлама пулӑшӗ. Проект 50 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме витӗм кӳрӗ. Ӗҫлекенсене ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ, ҫав шутра Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисен территорийӗнче ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта учетра тӑракан ҫынсене те шута илӗҫ, паха ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫавӑн пекех экономикӑшӑн чылай тухӑҫлӑх пулӗ», — тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин экономика министрӗ Лариса Рафикова.
