Олег Николаев муниципалитетсене Чӑваш Енре СПИК 2.0 енӗпе туса кӑларнӑ техникӑна панӑ

Олег Николаев муниципалитетсене Чӑваш Енре СПИК 2.0 енӗпе туса кӑларнӑ техникӑна панӑ

Чӑваш Республикин хула тата муниципаллӑ округӗсен хуҫалӑхӗсене ҫӗнӗ коммуналлӑ техникӑн 23 единиципе пуянлатнӑ. Палӑртнӑ ӗҫ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвне тӗпе хурса пурнӑҫа кӗнӗ. Республикӑри хуласемпе ялсенче тирпей-илем кӗртес тӗллевпе пурлӑхпа-техника базине ҫӗнетсе улӑштарма шутланӑ.  Тракторсене республикӑри малта пыракан предприятисенчен пӗринчен – Тракторсен заводӗнчен туяннӑ. Пӗтӗмпе  92 млн тенкӗлӗх тракторсем туяннӑ.

«Паянхи пурнӑҫ таппинче  эпир хамӑрӑн пӗрлехи яваплӑха  пурнӑҫланине ӗҫре ҫирӗплететпӗр. Санкци пусӑмӗпе сиксе тухнӑ мӗн пур кӑткӑслӑха ҫӗнтерсе эпир хамӑр ҫӗршыври тракторсен производствине хута ятӑмӑр, вӗсемпе тӗрлӗ енлӗ усӑ курма пулать. Ку вӑл Чӑваш Ен аталанӑвне, пирӗн производитель пулӑшӑвне тата Раҫҫей экономикине ҫирӗплетессине чӑн-чӑн тӳпе хывни пулӗ. Кашни муниципалитет валли пӗрер единица техника туянма йышӑну тунӑ. Асӑннӑ мерӑна, пӗр енчен, хуласемпе ял тӑрӑхӗсемпе округсен нушисене ҫӗршыври тракторсемпе тивӗҫтерме янӑ, тепӗр енчен - пирӗн производителе тата стратегиллӗ партнёрсене тӳрремӗнех пулӑшу парать»  тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

Конкретлӑ модельсем туянасси пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ЖКХ министерствин вырӑнти администрацийӗсемпе пӗрле ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йышӑну тунӑ. Специалистсем Трактор завочӗ тирпейлесе кӑларакан хатӗрсем лайӑх пулнине ҫирӗплени те куҫ кӗретех. Чи тухӑҫлӑ  трактор тесе хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.



24 октября 2025
11:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter