Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!
Сирӗн ырми-канми ӗҫӗр, пысӑк ӑсталӑхӑрпа яваплӑхӑр республика пурнӑҫӗн кулленхи таппине тивӗҫтерсе тӑнӑ май пирӗн хуласемпе ялсенче пурӑнакан пин-пин ҫыншӑн ҫул ҫӳреме меллӗ те хӑтлӑ майсем йӗркелет. Эсир пӗтӗм Чӑваш Енӗн транспорт инфратытӑмӗпе экономикин аталанӑвне чӑннипех те пысӑк тӳпе хыватӑр.
Эпир транспорт отраслӗнче лайӑх улшӑнусем пулса иртнине палӑртатпӑр. Юлашки ҫулсенче республикӑри автопарк самаях ҫӗнелчӗ: рейса куллен 47 ҫӗнӗ автобус тата хальхи вӑхӑтри, ҫав шутра хӑй тӗллӗн ҫӳреме пултаракан 221 троллейбус тухать. Ҫакӑ маршрутсенчен кивелнӗ техникӑна кӑларма кӑна мар, муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем тӑрӑх электричество вӑйӗпе ҫӳрекен транспорта пуҫласа ҫӳретме майсем туса пачӗ, ҫавна пула халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинчи ҫул ҫӳрев халӗ унчченхинчен чылай хӑтлӑрах, ҫав шутра экологи тӗлӗшӗнчен те.
Ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Сирӗн нумай ҫулхи паха опытӑр, профессие чунтан парӑнни тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр водительсен, диспетчерсемпе механиксен мӗнпур ӑрӑвӗшӗн те, паян транспорта пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерекен пӗтӗм ҫыншӑн та шанчӑклӑ тӗрев тата ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ҫемье ырлӑхне тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп. Сирӗн умра ҫул ҫинче яланах симӗс ҫутӑ ҫунтӑр, ҫӳрес ҫулӑрсем такӑр та телейлӗ пулччӑр, пурнӑҫра ӑнӑҫу сирӗнпе юнашар ҫӳретӗр тата эсир малашлӑха яланах шанчӑклӑн пӑхма пултарӑр.
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
