Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫипе Николай Гусевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫипе Николай Гусевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем 2025 ҫулхи 9 уйӑхри ӗҫӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ, пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫлемелли приоритетлӑ ҫул-йӗрсене сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче регионта экономика лару-тӑрӑвӗ лайӑх аталанса вӑй илсе пынине палӑртнӑ.
«Лару-тӑру пӗтӗмӗшле илсен лайӑх аталанать. Налог ӗҫӗсем ӳснине пула эпир социаллӑ программӑсене вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртсе пырайратпӑр. Инфратытӑм ҫӗнетсе улӑштарса пыратпӑр. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем ӳссе пыраҫҫӗ. Бизнес-пӗрлӗхе вӑхӑтра туллин патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерейретпӗр», – тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май Олег Николаев.
Хӑйӗн докладӗнче Николай Гусев бюджет тупӑшӗ ӳснине, 9 уйӑхра Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ бюджечӗ 5% нумайланнине, вырӑнти бюджетсене кӗнисем вара – самай 20% хӑпарнине, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа парӑм 13,41 % чакнине каланӑ. Ҫавӑн пекех регионти налог органӗн ертӳҫи Чӑваш Енӗн федераци шайӗнче пысӑк рейтинг пулнине те палӑртса хӑварнӑ. Республика ФНСпа тата тӳлев дисциплинипе хутшӑнса ӗҫленин пахалӑхӗпе Раҫҫейӗн ТОП-10 регионне ҫирӗппӗн кӗрет тесе пӗлтернӗ.
Тӗлпулура ертӳҫӗсем канашланӑ май, налук пухасси тата экономика хутлӑхӗн тасалӑхне ӳстересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
«Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗрӗслевпе аналитика ӗҫ-хӗлне пула мӗн пур шайри бюджетсене хушма укҫа кӗнисем 1 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Ку вара шӑпах та, эпир пурсӑмӑр та тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетекен кӑтарту», – палӑртнӑ Николай Гусев. Ҫавӑн пекех налук службин ӗҫченӗсем 9 тӗрӗслев ирттернӗ, пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх (пурӗ вун виҫҫӗ пулнӑ) 673 млн тенкӗ пухнӑ, вӗсенчен 303 млн тенкӗ шыраса илнӗ те ӗнтӗ.
Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май Раҫҫей ФНСӗн регионти Управленийӗн ертӳҫи Николай Гусев пурлӑх налукӗсене тӳлемелли сроксем пирки пӗлтернӗ – раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен граждансен налук обязательствисене вӑхӑтра пурнӑҫланин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине каланӑ.
