Кӑҫал Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Ниме – халӑх бюджечӗ» программипе килӗшӳллӗн мӗнпур проектсенчен 80% пурнӑҫланӑ
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Канашри тротуарсене юсассине вӑтамран 68% вӗҫленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвне мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен Сергей Артамонов ертсе пынӑ планеркӑра республикӑн строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Корнилов пӗлтернӗ.
Республикӑри виҫӗ хулара 97 тротуар юсама палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкарта 43 тротуартан ӗҫе 7-пе вӗҫленӗ, 32 объектра ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Перекетленӗ укҫа-тенкӗ шучӗпе ҫывӑх вӑхӑтра тата тӑватӑ тротуар хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Тӗп хулара пурнӑҫланӑ ӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 58% танлашать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 40 тротуартан 13-шӗнче юсав вӗҫленӗ, ӗҫсем 24 объектра пыраҫҫӗ. Перекетлӗх шучӗпе тирпей-илем кӳрекен виҫӗ тротуарпа ӗҫ хальлӗхе пуҫланман-ха. Пӗтӗмӗшле хатӗрлӗх — 87% танлашать.
Канашра юсав 14 объектра малалла хастар пырать, 43% ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Мӗнпур тротуарсене тирпей-илем кӗртме республика бюджетӗнчен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче 269,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ: Шупашкар администрацине 160 млн тенкӗ, 63,7 млн тенкӗ – Ҫӗнӗ Шупашкара тата 46 млн тенкӗ – Канаш округне янӑ. Вырӑнти бюджетсен укҫи-тенкине шута илсе пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 320 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫавӑн пекех Павел Корнилов пуҫарулӑх бюджечӗн программипе автомобиль ҫулӗсене юсаса пӗтересси пирки отчет тунӑ. Кӑҫал суйласа илнӗ 48 проектран ҫиччӗшне ҫулсене юсама янӑ. Ӗҫсене Шупашкарти пӗр ҫул ҫинче вӗҫленӗ ӗнтӗ, виҫҫӗ Канашра тата виҫҫӗшӗ Улатӑрта.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе хуласенче пуҫаруллӑ бюджетировани программи ҫӗнӗ аталану илчӗ: ҫул-йӗре анлӑлатрӗҫ, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине пысӑклатрӗҫ. 2026 ҫулхи программӑна хутшӑнма Чӑваш Ен Строительство министерствине 305 проект тӑратнӑ, вӗсенчен 54-шӗ – «Пирӗн ҫул-йӗр». Проектсене пурнӑҫа кӗртмелли списокне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн пичетлӗҫ, вӗсене пурнӑҫлама тепӗр ҫул палӑртнӑ.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программа ҫынсемпе влаҫа пӗрлештерекен тата тӗрлӗ ыйтусене комплекслӑ татса пама тата Чӑваш Ене хӑтлӑ тата пурӑнма илӗртӳллӗ тума пулӑшакан хатӗр пулса тӑрать.
Ял хутлӑхӗнче пурӗ 2025 ҫулта пуҫаруллӑ бюджетировани программине тӗпе хурса 1555 проект пурнӑҫа кӗрет. Халӑх пуҫарӑвӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 3,2 миллиард тенкӗпе танлашать. Ҫулсем юсассипе, ял инфраструктурине аталантарассипе тата яла хӑтлӑлатассипе чи нумай проект пурнӑҫланать.
Сергей Артамонов Чӑваш Ен Строительство министерствипе округсен администрацийӗсене тротуарсене юсанӑ хыҫҫӑн территорисене тирпей-илем кӗртесси ҫине тимлӗх уйӑрма хушнӑ. «Час-часах ҫапла пулать: тротуарсене сарнӑ, йӗри-тавра тирпейлесе ҫитереймен. Кун пек пачах та пулмалла мар», – тенӗ премьер-министр.
