«Пирӗн пӗрлехи тивӗҫ – несӗлсем ҫӗршыв тӗрекӗ пулнине ялан асра тытасси», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ паттӑрсем пирки каланӑ май

«Пирӗн пӗрлехи тивӗҫ – несӗлсем ҫӗршыв тӗрекӗ  пулнине ялан асра тытасси», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ паттӑрсем пирки каланӑ май

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене асӑнса cумлӑ паллӑ пулӑма пухӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе палӑртнӑ ҫак куна тӑваттӑмӗш хут республикӑра паллӑ тӑваҫҫӗ. Сумлӑ мероприятисем республикипех иртеҫҫӗ: шкулсенче, организацисенче тата предприятисенче. Кӑҫал «КультураVПобеде» Республикӑри II акцин пайӗ пулса тӑчӗ асӑннӑ пулӑм.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн МАХ каналӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ уйрӑмах асра юлмалли кун. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи йывӑр ҫулӗсенче хӑйсене шеллемесӗр Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене  тунӑ паттӑрсене аса илетпӗр. Ҫак ҫынсем  Тӑван ҫӗршыва парӑннӑ паттӑрсем. Вӗсем ҫирӗплӗх, хӑюлӑх тата ӗненӳ тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн пӗрлехи тивӗҫ - ачасене вӑсем пирки каласа парасси. Шӑпах та ҫак ҫынсем ҫӗршыв тӗрекӗ пулнине ӑнлантарма пӗлмелле»,  тенӗ.

Паллӑ кун хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен паттӑрлӑхне халалласа «Трактор тӑвакансен» Культура керменӗнче концерт иртнӗ. Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Ҫӗнтерӳ ӗҫне тӳпе хывакансем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем, волонтерсем, предприятисемпе социаллӑ учрежденисен ертӳҫисем тата ыттисем те пулнӑ.

Паллӑ пулӑма пухӑннисене Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова тата Чӑваш республикин «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева ӑшшӑн тав тунӑ.

«Ӑрусен историлле ҫыхӑнӑвӗ мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗпе мухтанма вӗрентет. Анчах паян та пирӗн ҫӗршыв хӑйӗн суверенитетне, тӗрӗслӗх правине тепӗр хут хӳтӗлет. Тӗлӗнмелле те, анчах ҫав йӗр пирӗн ҫынсенче паян та сыхланса юлнӑ: волонтёрсем вӑй-халне шеллемесӗр япала ҫӗлеҫҫӗ, ҫуртасем тӑваҫҫӗ  кашни ӗҫе чуна хываҫҫӗ. Ҫав юрату, ҫав ӗненӳ пирӗн паттӑрсем патне ҫитет. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче!»,  тенӗ Наталья Николаева

Ял ҫинче гражданла пуҫарусене пулӑшас ӗҫре культура ӗҫченӗсем уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Культура ҫурчӗсенче СВО паттӑрӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли 215 пункт йӗркеленӗ. Кунта мӗн кирлине пурне те пуҫтараҫҫӗ: харпӑр хӑй япалисемпе медикаментсенчен пуҫласа апат-ҫимӗҫ, ҫыру таранах.

Волонтерсем культура учрежденийӗсенче маскировка сечӗсене ӑсталаҫҫӗ, окоп ҫуртисем калӑплаҫҫӗ. Ҫак анлӑ ӗҫре 22 пин ытла ҫын хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал ен, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк тата Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчи культура учрежденийӗсем чи хастаррисен йышӗнче пулса тӑчӗҫ.

Пӗтӗмпе тӑхӑр уйӑхра волонтерсем СВО тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе 4 938 мероприяти ирттернӗ,  вӗсене йӗркелеме 208 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

  «Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫар пулӑшӑвне хутшӑнакан ҫынсене пурне те ҫитес Ҫӗнтерӳре вӗсен тӳпи пысӑк тесе палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн ячӗпе тата Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫын ячӗпе тав сӑмахӗсем калать»,  тесе пӗлтернӗ мероприятине пухӑннисене ӑшшӑн тав тунӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова. Уйрӑм хастарсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ятӗнчен Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарнӑ. Республикӑри предприятисен представителӗсене тата чи хастар волонтерсене ыр кӑмӑллӑх  акцисене хутшӑннӑшӑн мухтанӑ, вӗсем ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.

Асӑну мероприятийӗсем ҫак кун Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Мемориалта та иртнӗ. Ҫӗршер ҫын, республика ертӳҫисем, муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсем, организацисемпе волонтерсен представителӗсем митинга хутшӑннӑ. Вӗсем Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне тата мемориалӑн гранит стенисем патне чечексем хунӑ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене тав туса самантлӑха шӑплӑха тытнӑ.



29 октября 2025
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter