Чӑваш Ен 3 ҫул хушши Бердянска аталанса вӑй илсе пыма пулӑшса пырать

Чӑваш Ен 3 ҫул хушши  Бердянска аталанса вӑй илсе пыма пулӑшса пырать

Запорожье облаҫӗнчи Бердянск муниципаллӑ округӗн Пуҫлӑхӗпе Алексей Кичигинпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ.  Ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннисем виҫӗ ҫул хушшинче пурнӑҫланӑ  тӗллевсем пирки сӳтсе явнӑ,  ӳлӗмрен те пӗрле ӗҫлемелли ҫул-йӗрсене палӑртнӑ. Чӑваш Ен Бердянск округне комплекслӑ пулӑшу парса, ӑна Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ уҫлӑхне интеграцилеме пулӑшса пырать.

 «Пирӗн ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – социаллӑ пулӑшу. Сывлӑх сыхлав пайне тӗрев парасси  тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать.  Ҫак сферӑри кадрсен дефицитне татса парас тесе эпир хамӑрӑн кадр политикипе мотиваци системине ӗҫе кӗртетпӗр. Хамӑр енчен тухтӑрсемпе вӑтам медицина персоналне Шупашкарти медицина колледжӗн тата Институчӗн базинче вӗрентме сӗнме пултаратпӑр. Эпир пӗр-пӗринпе хамӑр хушӑмӑрта яланах усӑ курмалли ҫӗнӗ майсем шырани, вӑл кӑтартуллӑ пултӑр тесе, хӑвӑртрах, йӗркеленнӗ лару-тӑру ҫине  туххӑмрах  тинкерсе, кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ»,  тесе  каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи Олег Николаев Бердянск округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май, инфратытӑм объекчӗсене еплерех юсаса ҫӗнетсе пынине пӑхса тухнӑ.

 «Улшӑнусем пулса пыни куҫ кӗретех, пурнӑҫ ырӑ енне куҫать. Эпир ҫӗнӗ майсем палӑртрӑмӑр, ӑнӑҫлӑ практикӑсене тишкерсе, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшатпӑр. Чӑваш тухтӑрӗсене тата вӗрентӳ сферинче ӗҫлекенсене пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн.Тухтӑрсем муниципалитетра пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатас тӗллевпе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлӗпӗр»,  тесе пӗлтернӗ Запарожье облаҫӗнчи Бердянск округӗн ПуҫлӑхӗАлексей Кичигин.

Юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енрен Бердянска черетлӗ мобильлӗ медицина бригадине ӑсатнӑ. Унӑн йышӗнче пысӑк квалификациллӗ специалистсем: эндокринолог, хирург, акушер-гинеколог, офтальмолог тата педиатр. Бригадӑна кирлӗ  пек пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Пациентсене йышӑнассине 11 ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ. Медицина десанчӗн малтанхи пилӗк ӗҫ кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 700 ытла пациента пӑхса тухнӑ, ҫав хушӑрах 200-ӗн чирӗсене палӑртнӑ, вӗсене сипленме ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарнӑ. Медицина бригадин ӗҫӗ малалла пырать. Кун пек ҫулҫӳревсене 2023 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, ҫак тапхӑрта медицина пулӑшӑвӗпе 3500 ытла пациента тивӗҫтернӗ.

Чӑваш Енрен тухтӑрсем килни вырӑнти халӑха яланах хавхалантарнине пӗлтернӗ Алексей Кичигин.

Пӗр кун маларах  Бердянск муниципаллӑ округӗнче «Вӗрентӳ десанчӗ» ӗҫленӗ, унӑн йышӗнче ку хутӗнче психологсемпе специалист-дефектологсем пулнӑ.

Бердянск преподавателӗсем валли ҫулсеренех федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗсене педагогсене пӗлтерме тата вӗрентме пулӑшакан республикӑри вӗрентӳ институчӗн никӗсӗ ҫинче «ПӖРЛЕ» стратеги сессийӗ иртет, унӑн кӑтартӑвӗсемпе хутшӑнакансем патшалӑх тӗслӗхӗн квалификацине ӳстернине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем илеҫҫӗ. Квалификацие ӳстерме педагогсемпе ертӳҫӗсем валли тӑтӑшах онлайн-семинарсем ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Республики Запорожье облаҫӗнчи Бердянск муниципаллӑ округне малалла та пулӑшу пама тӗллев лартать, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна ҫӗнетсе аталантарма витӗм кӳме тӑрӑшать.



30 октября 2025
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter