Етӗрнери ҫӗнӗ агротехкласра вӗренӳре хальхи технологисемпе усӑ курнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Етӗрне хулинчи 3-мӗш номерлӗ шкулта агротехнологи класне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унӑн специализацийӗ – «Биотехнологипе апат-ҫимӗҫ производстви» пулса тӑрать.
Вӗренӳ учрежденийӗ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ тата «Ядринмолоко» АУО хушшинче виҫӗ енлӗ килӗшӗве тӗпе хурса пурнӑҫланнӑ. Агротехнологи класне «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси» технологи лидерствине тивӗҫтермелли наци проекчӗн агропромышленность комплексерӗнчи кадрсем» федераци проектне пурнӑҫланӑ май хута кайнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев агротехкласра вӗренни шкул ачисене практикӑра малта пыракан технологисене алла илме май парассине палӑртнӑ: «Капла эпир отрасль валли компетентлӑ резерв йӗркелетпӗр. 2026 ҫулта кун пек классене ултӑ округрах уҫма палӑртнӑ», – тенӗ вӑл.
Чӑваш Республики ҫӗршыври пӗрремӗш регионсен шутӗнче, 2017 ҫултах, аграри вӗрентӗвӗн системине йӗркелесе агроклассен вӗрентӳ процесне хута яма тытӑннӑ. Республикӑри кашни муниципалитетра ача сачӗсенче агролабораторисем тата вӗренӳ учрежденийӗсенче агроклассем ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ агротехнологи класне хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ: ноутбуксемпе, микроскопсемпе, профиль шайӗнчи физиологипе биотехнологи енӗпе цифра лабораторийӗн комплекчӗпе, хальхи ӳсен-тӑрансене ӳстермелли лаборатори оборудованийӗн комплекчӗпе тата биологи, физика йышши предметсене тарӑнрах тӗпчеме кирлӗ ытти нумай-нумай япалапа пур.
«Агротехнологи класӗ – ял хуҫалӑх историйӗнчи ҫӗнӗ страница. Ку истори ансат вӗрентӳ ҫинчен мар, ачасене ҫӗнӗ пӗлӗве явӑҫтарма витӗм кӳрет», – тесе палӑртнӑ вице-премьер, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев.
