Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Суд приставӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Федерацин суд приставӗн службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри управленийӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн Суд приставӗсен кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!
Паян Раҫҫейри суд приставӗсен федераци служби граждансемпе организацисен саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессине тивӗҫтерекен шанчӑклӑ институт пулса тӑрать. Сирӗн ырми-канми ӗҫӗре пула чӑнлӑх ҫиеле тухать, ҫухатнӑ правасем ҫӗнӗрен вӑя кӗреҫҫӗ тата суд тӗрӗслӗхне шанасси ҫирӗпленет.
Суд йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерсе Чӑваш Енри приставсем ҫулсерен миллиардшар тенкӗ шыраса илеҫҫӗ. Ведомство ӗҫченӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене яланах пысӑк тимлӗхпе тишкереҫҫӗ, вӗсен шутӗнче – ачасен алимент прависене тивӗҫтересси, ҫынсен хӑйсен ӗҫӗшӗн ӗҫ укҫи илмелли саккунлӑ интересӗсене тавӑрасси, пурлӑх тата кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ сиене саплаштарасси, пая кӗрсе шар курнӑ граждансен интересӗсене хӳтӗлесси, эмелсемпе тивӗҫтересси.
Суд приставӗсен федераци служби патшалӑх хыснине пуянлатас енӗпе те пысӑк ӗҫ тӑвать. Хистесе пурнӑҫлаттармалли майсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑран тӗрлӗ шайри бюджетсене налуксемпе тӳлевсем, шыраса илнӗ административлӑ штрафсемпе патшалӑх пошлини мелӗпе чылай укҫа-тенкӗ пырса кӗрет.
Хӑвӑр тивӗҫӗре пурнӑҫласси сире ҫирӗп кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ, принциплӑ тата яваплӑ пулма хистет. Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тата тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, чун лӑпкӑлӑхне тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗрте хастарлӑх сунатӑп! Сирӗн ҫемйӗрсенче тата килӗрсенче яланах килӗшӳлӗх, ырлӑхпа телей хуҫаланччӑр, ӗҫри тӗллевсем вара васкавлӑн та тухӑҫлӑн пурнӑҫланса пыччӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
