Чӑваш Енри кӑҫалхи тыр-пулӑн вӑтам тухӑҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен чылай пысӑк пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ
Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев ертсе пыракан кашни эрнере иртекен планеркӑра вице-премьер, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев регионти агропромышленноҫ комплексӗн кӑҫалхи вунӑ уйӑхри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен доклад тӑратнӑ.
Тӗслӗхрен, пӗрчӗллӗ тырӑсене пуҫтармалли хӑвӑртлӑхпа Чӑваш Ен Раҫҫейӗпе ПФО вӑтам кӑтартӑвӗсенчен иртсе федерацин Атӑлҫи округӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавӑн пекех 4-мӗш вырӑна регион ял хуҫалӑх организацийӗсенче тыр-пул туса илессипе те палӑрса тӑрать.
«Ял хуҫалӑхӗнчи кӑтартусем аван пулсан та, муниципалитетсем хушшинчи тыр-пул тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗ тӗрлӗрен.
Правительство аграри секторне аталантарма условисем туса парать, техника туянма хушма 628 млн тенкӗ уйӑрма йышӑну тунӑ. Эпир – ял хуҫалӑх производствине техника тата технологи модернизацилеме тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма ҫулсерен патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳрессине пурнӑҫлакан ПФО пӗртен-пӗр регионӗ.
Бюджет укҫи-тенкине тӑкакланине кура, тухӑҫ пысӑк пулни паха. Ял хуҫалӑхне аталантарасси вӑл экономика аталанӑвне тӳпе хывнисӗр пуҫне пурнӑҫ йӗркелессине те, уйрӑмах хамӑр регионта ял халӑхӗн тӳпи чылай пулнине ҫирӗплетет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Паянхи куна пур муниципаллӑ округра тӗш тырӑ тата ҫӗр улми пухса кӗртнӗ. Тыр-пула пухса тирпейлессипе малтисен йфышӗнче – Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар тата Канаш округӗсем. Республикипе вӑтам тухӑҫ 36,8 ц/га танлашать. Нумаях пулмасть кӑна-ха вырӑнти аграрисемшӗн рекордлӑ кӑтарту гектартан 30 центнер шайӗччӗ пулнӑ.
Ҫӗр улмине 122,3 пин тонна пухса кӗртнӗ. Комсомольски, Патӑрьел, Вӑрмар тата Елчӗк округӗсене чи пысӑк кӑтарту.
Кӑҫал кукуруза пухассин кӑтартӑвӗ те самай лайӑх. Ҫавӑн пекех хӑмла тухӑҫӗ ытти ҫулхисенчен пысӑкрах 239 тонна таран пухса тирпейленӗ, ку пӗлтӗрхинчен 9,6% пысӑкрах, тухӑҫӗ вара гектартан 18 ц ытла пысӑк пулни те куҫ кӗретех.
«Палӑртса хӑварам, хӑмлан вӑтам тухӑҫӗ юлашки вӑтӑр ҫулта 10 центнертан сахалрах пулнӑ. Кӑҫал илнӗ тухӑҫа рекорд теме пулать» – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин ертӳҫи Андрей Макушев.
Сӑмах май, ял хуҫалӑх пайӗнче ытти енпе те кӑтартусем тӗслӗхре. Сӗт сӑвӑмӗ пысӑк, выльӑх апатне те ҫителӗклӗ таран хатӗрленӗ. Кӗрхисене палӑртса хунинчен те ытларах акса хӑварнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ял хуҫалӑхӗ кирлӗ пек шайра аталанса пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ял хуҫалӑхӗнче пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе усӑ курса ӗҫленине кура,тухӑҫ пысӑк пухса илнӗ. Чӑваш Ен аграрийӗсем ял хуҫалӑх техникин паркне хастар ҫӗнетеҫҫӗ. 2025 ҫулта регионти хуҫалӑхсем хальхи йышши техникӑн 471 единици туяннӑ, ҫав шутран 26 хӑватлӑ трактор, 41 комбайн.
Регион экономикине 53,3 миллиард тенкӗлӗх тавар туса илсе (производство индексӗ – 107,9%) танлашнӑ.
Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗ 109 тӗрлӗ куҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗпе 580 ял хуҫалӑх организацийӗпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекен 1310 граждан усӑ курнӑ.
Ял территорийӗсене аталантармалли тӗп драйверсенчен пӗри « Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программа пулчӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне пула юлашки ҫулсенче республикӑри ялсенче социаллӑ культура сферин объекчӗсене тӑвас ӗҫ хастар пырать, инженери коммуникацийӗсене ҫӗнетсе пыраҫҫӗ. Интернет сечӗпе тивӗҫтереҫҫӗ, граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатаҫҫӗ, территорисене тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ӗҫсене туллин йӗркелесе пыраҫҫӗ.
«Эпир ялсенче ҫамрӑксене ӗҫлесе пурӑнма кирлӗ пек условисем йӗркелесе пыратпӑр. Производство культурине аталантармалла. Кашни ертӳҫӗн хӑйӗн хуҫалӑхӗсен кӑтартӑвӗсене тӗплӗ тишкерсе тухмалла. Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑу ҫитӗнӳсенчен чылай килет. Укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла. Пирӗн тӗллев – резервсемпе туллин усӑ курасси, ял хуҫалӑхне лайӑх аталантарса пырасси», – тесе сӑмаха пӗтӗмлетнӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
