Патриотизм вӑл – пурнӑҫа тарӑнрах хаклама пулӑшакан пай пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Патриотизм вӑл – пурнӑҫа тарӑнрах хаклама пулӑшакан пай пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑван Енре пуҫласа «10 граней патриотизма» ятпа пысӑк калӑпӑшлӑ  республика шайӗнчи форум иртнӗ.  Палӑртнӑ меропиятине 300 ҫын ытла хутшӑннӑ.  Асӑннӑ меоприятине Тӗван  ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине  80 ҫул ҫитнине тата Чӑваш Енре Патриотизм ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Мероприятие пухӑннисене валли чи малтанах интерктивлӑ курав хатӗрлесе панӑ. Чӑваш наци музейӗ  «В этом письме остаюсь жив» ятлӑ куҫса ҫӳрекен курав хатӗрлесе тӑратнӑ. Форума хутшӑнакансем паттӑрсем пирки тарӑнрах пӗлнӗ, вӗсен ҫырӑвӗсемпе,  тӗрлӗ ӗҫ хучӗсемпе паллашнӑ.   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ курава пысӑка хурса хакланӑ, вӗсемпе республикӑри шкулсенче ачасене паллаштарма сӗннӗ.  

«Шкул ачисене валли паха урок. Эпӗ уроксене чи малтанах Шупашкарти шкулсенче ирттерме сӗнесшӗн.  Ҫитӗнекен  ҫӗнӗ ӑрӑва экскурси ирттерекенсем лайӑх пӗрӳ парса, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳччӗр. Патриотизм туйӑмне вӑйлатма пулӑшччӗр. Историне тарӑнрах тӗпчесе пӗлме, проекта анлӑрах сарса пӗтӗм республикӑра шкулсенче ачасене  кӑтартма тӑрӑшӑпӑр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   

Форума вӗрентӳ организацийӗсен предствителӗсем, тӗрлӗ хастарсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсенче вӑй хуракансем, ҫарпа-патриотизм клубӗсенче тӑрӑшакансем, шыравҫӑ отрячӗсенче ӗҫлекенсе тата та ытти ҫынсем хутшӑннӑ.

«Патриотизм ман шутпа пурнӑҫри чи кирлӗ туйӑм. Пусӑмӑра та малалла ӑнтӑлма хистет.  Чӑн-чӑн патриот хӑйӗн йӑх- тымарӗсене пӗлет, хӑй пурӑнакан вырӑна юратать, хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлипех пурнӑҫлама тӑрӑшать, яваплӑха туять.  

Чӑваш Республикинче эпир мӗн ачаранах садиксенче, шкулсенче ачасен патриотизм туйӑмӗ аталанса пытӑр тесе пулӑшса пыма вӗрентсе пыратпӑр.  Тӑван ҫӗршывӑмӑра хисеплеме, аслисене сума сунма, пӗрлӗхре пурӑнма, йӑла-йӗркесене чыс тума витӗм кӳретпӗр. Культурӑна, экологине, тӑван тавралӑха юратни, каяллах ырӑпа таврӑнать тесе те ӑнсӑртран каламан.   Ҫемьере ӑс-хакӑл тӗнчи пуянланса пырать, ӑруран-ӑрӑва ырӑ енсем куҫса пыраҫҫӗ. Сывлӑха, экологине упрасси те мӗн ачаранах пулса пымалла. Лайӑх ҫын, Ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ гражданин пулса ҫитӗнес тесессӗн,  тараватлӑ пулмалла, тухӑҫлӑ ӗҫлессишӗн ырми-канми тӑрӑшмалла», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

«Память поколений» УП «Витебскоблгаз» шыравҫӑсен отрячӗн ертӳҫи Василий Шатков форума видео-ҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ.  Вӑл Чӑваш Ен Пуҫлӑхне пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ. «Чӑваш Республикин ертӳлӗхне мухтаса тав сӑмахӗсем калатӑп. Александр Николаевич Смиренов Чӑваш Енри снайпер - паттӑр ывӑлӑмӑрӑн вил тӑприне шыраса тупма май килчӗ. Медале унӑн ҫемйине парса хисеп  туни ҫав тери хумхантарчӗ», тенӗ вӑл.

Форумра ытларах  Тӑван ҫӗршыв, истори, ҫемье, спортпа культура, экологипе наука, медиа темисем ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Уҫӑ калаҫусем, мастер-классем иртнӗ. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ наставник эксперт  пек пулса уҫӑ калаҫу ирттернӗ форма хутшӑннӑ хастарсемпе. «Время СВОих»  регион  программине хутшӑннӑ Денис Андреев ҫитӗнекен ӑрушӑн паттӑрсен ӗҫӗ чӑн-чӑн ырӑ тӗслӗх яланах пулмаллине палӑртнӑ.

«Патриотизм маншӑн ахаль сӑмах кӑна мар, вӑл чӑн яваплӑх пулса тӑрать. Хамӑрӑн Ҫӗршывӑмӑра яланах хисеплемеллине, халӑха юратмаллине палӑртать. Олег Алексеевича чыс та мухтав. Граждансен патриотизм туйӑмне аталантарса вӑй илтерме витӗм кӳнӗшӗн тав. Ырӑ ӗҫ тӑвакансене пурне те мухтатӑп», – тенӗ вӑл.  

Форумра паллӑ хастарсене, конкурс ҫӗнтерӳҫисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне парса хавхалантарнӑ.



24 ноября 2025
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter