Республикӑри чи лайӑх патшалӑх граждан тата муниципалитет служащийӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысланӑ

Республикӑри чи лайӑх патшалӑх граждан тата муниципалитет служащийӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысланӑ

«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх патшалӑх граждан служащийӗ» тата «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.  Мероприяти кӑҫалхипе 15-мӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсен йышне хӑйсен ӗҫӗсене  7 патшалӑх тата 19 муниципалитет служащийӗ тӑратнӑ.

 «Патшалӑх службинче тӑрӑшакан ӗҫӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене пулӑшу парас тӗлӗшпе тата та тухӑҫлӑрах пулса пырать. Кун пирки конкурс ҫирӗплетсе пачӗ.  Эпир ҫӗнӗ технологисемпе цифрӑллӑ сервиссене, ҫав шутра цифрӑллӑ трансформаци рейтингӗсенче ҫӗкленсе искусствӑлла интеллекта хастарлӑн ӗҫе кӗртетпӗр. Процессене оптимизацилетпӗр. Питӗ лайӑх тӗслӗх – Юрий  Григорьев ҫӗнтерӳҫӗ Тракторист-машинист удостоверенине йӗркелес вӑхӑта 25 сехетрен пуҫласа 10 минут таран чакарни паха пуҫару. Халӗ документа инспекторпа пӗр хутшӑну урлӑ экзамен хыҫҫӑнах параҫҫӗ, ҫак меслете республикипех ӗҫе кӗртеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене саламлатӑп! Конкурссем госслужбӑн аталанӑвӗшӗн чи пӗлтерӗшлӗ платформа пулса тӑчӗҫ. Ӗҫтешсене патшалӑх управленийӗнчи лайӑх ӗҫсемшӑн, пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Креативлӑ йышӑнусем – тухӑҫлӑ  патшалӑх службин никӗсӗ. Шансах тӑратӑп, эпир кирек-епле йывӑрлӑхсене те парӑнтарайратпӑр.  Пирӗн паянхи ҫитӗнӳсем – пулас ҫӗнтерӳсен никӗсӗ.  Пысӑк тав ӗҫтешсем!», –  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх патшалӑх граждан служащийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи Юрий Григорьев, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен техника лару-тӑрӑвне тата Чӑваш Республикин ытти йышши техникӑна пӑхса тӑракан патшалӑх инспекцийӗн Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗсен патшалӑх инспекцийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ пулнӑ. 

Иккӗмӗш вырӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх строительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗн ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен Комитечӗн секторӗн заведующийӗ Светлана Шамбулина йышӑннӑ.

Виҫҫӗмӗш вырӑна — Шупашкар хулин Калинин районӗнчи 3 № суд участокӗн миравай судйин аппарачӗн суд участокӗн секретарӗ Татьяна Филимонова  ҫӗнсе илнӗ. 

 «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурсра Чӑваш Республикин Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Куликова  мала тухнӑ.

2-мӗш вырӑна Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Эльвира Антонова тивӗҫлӗ пулнӑ.

Чӑваш Енри ачасен опекӑна аталантарас тата ҫемье формисене ҫирӗплетес тӗллевпе Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ асӑрхакан кандидатсене хатӗрлеме пулӑшакан социаллӑ проект сумлӑ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пуҫарӑва Чӑваш Республикин Каҫал ен муниципаллӑ округӗн администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова тӑратнӑ.

Хатӗрленӗ проектсен шутӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсен антитеррорла хӳтӗлевӗн шайне ӳстерес, коррупци тӑвассинчен асӑрханас тӗлӗшпе цифра хатӗрӗсене аталантарас, республикӑри нефтепродуктсен рынокӗнчи тӗп лару-тӑрӑвӑн мониторингне оптимизацилес, культура тата та ытти  енпе паха ӗҫсем тӗслӗх вырӑнне пулса тӑнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисен проект ӗҫӗсене практика ӗҫӗ-хӗлӗнче усӑ курма сӗннӗ ертӳҫӗсем.



26 ноября 2025
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter