Чӑваш тӗрри ахаль ӑсталӑх кӑна мар, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян историне сӑнарланине каланӑ республика Пҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикинче Чӑваш тӗррин кунне уявлани улттӑмӗш хут иртнӗ. Тӗп уявӗсем Шупашкарта, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх театрӗнче пулнӑ. Уяв ячӗпе республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Ҫак уяв пирӗн пурнӑҫа ҫӗнӗ пӗлтерӗшсемпе пуянлатрӗ. Чӑваш тӗрри вӑл – ахаль ӑсталӑх кӑна мар, вӑл пирӗн халӑхӑн историйӗпе чун хавалӗн сӑнарӗ. Пирӗн ӑстасем пир-авӑра капӑрлатакан орнаментсем ӑруран ӑрӑва пӗлтерекен авалхи символсене сӑнарланаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн еткерлӗхе ҫӗнӗрен вӑй-хӑват хушма пултартӑмӑр, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» пурнӑҫа кӗчӗ. Пирӗн наци тӗррисемпе усӑ куракан 10 ытла бренд тата ытти нумай-нумай япала ӑсталанӑ, ҫакӑ пире мӑнаҫлӑхпа, хавхаланупа тата хамӑра тата ыранхи куна шанма витӗм кӳрет. Пирӗн шухӑша ҫӗршыври кӗвӗ ӑстисем, композиторсем тата культура ӗҫченӗсем пысӑка хурса хакларӗҫ. Вӗсем ӑна тӑтӑшах ҫӗнӗ пуҫарусемпе пуянлатаҫҫӗ. Ӑна тӗпчесе, унӑн историне тарӑнлатса республикӑра чылайӑшӗ кӑсӑкланма пуҫлани савӑнтарать. Ҫак ҫипсем пире унчченхипе, хальхипе тата пуласлӑхӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, пирӗн пурнӑҫа ҫутӑрах та пуянрах тӑваҫҫӗ. Уяв ячӗпе саламлатӑп», – тесе каланӑ мероприятине пухӑннисене тав туса Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ ҫӗре сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн» председателӗ Наталья Николаева, «Деловая Россия» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин регионти уйрӑмӗн председателӗ Алексей Ефимов.
«Чӑваш тӗрри – пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗн вӑйӗ пирки, унӑн тымарӗсем, хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен сӑнарласа кӑтартать, пирӗн республикӑна вӑй-хал парать. Ку вӑл пирӗн пӗрлехи мӑнаҫлӑх тата халӑхӑн пуян историйӗ ҫинчен куҫ кӗретех аса илтерни. Пирӗнпе мӑн асаттесем калаҫакан уйрӑм чӗлхе. Ҫак хӑйне евӗрлӗ наци пурлӑхне пулӑшасси тавра ҫулсерен пӗрлештерсе тӑракан хӑват ҫулсеренех вӑйланса, ҫирӗпленсе пытӑр», – тесе каланӑ уява пухӑннисене саламланӑ май Алла Салаева.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова хӑнасем валли театр фойине вырнаҫтарнӑ экспозицисем тӑрӑх экскурси ирттернӗ.
«Ӑстаҫӑсемпе пӗрле эпир хамӑр ума амбицилле тӗллев лартрӑмӑр: кашни ҫулах ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе палӑрасси. Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем пирки пӗлтерчӗ. Трактор тӑвакансен культура керменӗн, Чӑваш Республикин Наци музейӗн, Ӳнер музейӗн ӑстаҫисемпе пӗрле пурнӑҫланӑ пирӗн проект пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ», – тесе ырӑ хыпара каланӑ Светлана Каликова.
Паллӑ уявра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уяв ячӗпе саламласа «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурсӑн чи лайӑх ӑстисене наградӑсем парса хавхалантарнӑ.
Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑ¬хӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре тӗрӗ ӑстисем хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, вӗсем Чӑваш тӗррин кунне уявламалли йӑла-йӗркене хываҫҫӗ тата хальхи ҫамрӑксем халӑхӑмӑрӑн авалхи ӑсталӑхӗпе ытларах кӑсӑкланччӑр тесе нумай ӗҫ пурнӑҫланине каланӑ мероприятине пухӑннӑ сумлӑ хӑнасем.
Ҫак уяв пире пӗрлештертӗр, тӑван ен культурипе йӑли-йӗркине сыхласа упрас тата пуянлатса пырас ӗҫ мӗнлерех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерсе тӑтӑр.
