Чӑваш Енри бизнеса аталантармалли стратеги ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри бизнеса аталантармалли стратеги ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери пахалӑх кунне халалланӑ «Стратегия и практика успешного бизнеса» ХХI регионсен хушшинчи форумӑн пленарлӑ сессине хутшӑннӑ.

100 ытла паха специалист, федераци шайӗнчи экспертсем, предприяти ертӳҫисемпе влаҫ органӗсен представителӗсем промышленноҫ производствине йӗркелессипе ҫыхӑннӑ тӗп ыйтусене, 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрекен саккунсенчи улшӑнусене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех мероприятие хутшӑнакансем апат-ҫимӗҫ пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтусене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

 «Предпринимательсем хӑйсен ӗҫне илсе пынисӗр пуҫне ӑна диверсификаци урлӑ йӗркеллӗн улӑштарни, бизнес тытса пымалли ҫӗнӗ технологисемпе тата стандартсемпе усӑ курни, пахалӑхлӑрах тата конкурентлӑрах  таварсем тирпейлесе кӑларни паха.  Технологи пирки калас пулсан Президент пирӗн ума бизнеса аталанса вӑй илсе пыма тӑтӑшах ҫӗнӗлӗхсем шырамалли пирки аса илтерет. Эпир вӗсене ӗҫлӗ пӗрлӗхпе диалогра тупатпӑр тата федераци центрне пулӑшнипе йӗркеллӗн пурнӑҫлатпӑр. Пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗн тӗп критерийӗ таварсен пахалӑхӗ пулса тӑрать. Юлашки ҫулсенче эпир питӗ нумай ӗҫ тунӑ. Промышленноҫ ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗнче малтисен ретӗнче.  9 кластер йӗркеленӗ, ҫӗнӗ йышши продукцие алла илекен резидентсемпе тултаракан уйрӑм технопарксем хута ярса пурнӑҫа кӗртнӗ», – тесе  палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Правительстви промышленноҫ комплексне тата экономикине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парать, ҫав шутра таварсен пахалӑхне лайӑхлатас тата унӑн конкурентлӑхне ӳстерес енӗпе иртекен мероприятисене малалла тӑсса «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспортсем» тата «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗсене тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртсе пырать. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗн сферинчи компетенцисен республикӑри центрӗ, федераци тата республика эксперчӗсем хутшӑннипе перекетлӗ производство хатӗрӗсене ӗҫе кӗртме пулӑшакан Республикӑри компетенцисен центрӗ, ҫавӑн пекех ӗҫчешсене вӗрентмелли тытӑм та ку тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑнать. 2024 ҫулта «Производительность труда» проекта 63 предприятирен 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ, 2025 ҫултанпа вара унта хутшӑнакан-предприятисен шучӗ 71 таран ӳснӗ, ҫакӑ вара стратегилле кӑтартусене пурнӑҫлама тата регионӑн экономика вӑй-хӑватне ҫирӗплетме витӗм кӳрет.

 «Стратегия и практика успешного бизнеса» регионсен хушшинчи XXI форум ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май,  Олег Николаев республикӑри конкурссен ҫӗнтерӳҫисен «Чӑваш Республикин пахалӑх марки» тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн социаллӑ яваплӑх енӗпе панӑ премийӗсене, ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн дипломӗсене парса чысланӑ.

2025 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн социаллӑ яваплӑх енӗпе преми лауреатӗсем:

Комсомольски район потребитель обществи;

«Релематика» тулли мар яваплӑ общество;

«Производственная компания «Промтрактор» тулли мар яваплӑ общество.

Регионсен хушшинчи форум республикӑра 1999 ҫултанпа иртет тата республикӑри пахалӑх менеджменчӗ енӗпе чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри шутланать. Унӑн тӗллевӗ – актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явни тата отрасль лидерӗсен опычӗпе  тӗплӗн паллашасси.



28 ноября 2025
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter